Паттăр салтаксене юрă халалланă

ÇĔРШЫВ ХŸТĔЛЕВÇИСЕМ

 

Çак кунсенче Кӳкеҫри Н.Бичурин ячӗллӗ музейра историлле пӗлтерӗшлӗ куна паллӑ тунӑ. 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Чӑваш Енре стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ йӗркеленнине халалланӑ «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Ăна Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ.

«Çавра сĕтеле» республикӑри вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсен канашӗсем, Шупашкар хулинчи тата округӗнчи Хӗҫ-пӑшал вӑйӗсен тата йӗрке хуралӗн органӗсенче ӗҫленӗ тивӗҫлӗ канури ветерансем, Кӳкеҫри 1-мӗш вӑтам шкулта 6-мӗш класра вӗренекен кадетсем хутшӑннӑ.

Музея пухӑннисене чи малтанах муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов саламланӑ.

– Паянхи кун вӑрҫӑ ветеранӗсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ, курӑмлӑ ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Вӗсем ҫамрӑк ӑрăва истори чăнлăхĕ çинчен каласа кăтартаççĕ, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пĕлтерĕшне, ăна çывхартас тесе асатте-асанне пысӑк тӳпе хывнине хаклама вӗрентеççĕ, – тенӗ Владимир Борисович.

Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Генрих Васильев кӑҫал Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарнӑ. Историлле астӑвӑма упраса хӑварас тӗллевпе ҫитӗнсе пыракан ӑру валли хатӗрленӗ конкурссем ҫинчен пӗлтернӗ.

Стрелоксен 139-мӗш дивизийӗн историйӗ ҫинчен ачасен пӗлмеллех. Дивизин 70 проценчӗ чӑвашсенчен (1941 ҫулхи раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче) Шупашкарта йӗркеленнӗ. Стрелоксен 718-мӗш полкӗ Кӳкеҫре пулнӑ, 364-мӗшӗ – Ишлейре, 609-мӗшӗ – Шӑмӑш салинче, 354-мӗш артиллери полкӗ – Иккассинче.

Иккасси ял библиотекин заведующийӗ Антонина Михайлова тата Наталия Красавцева вӗрентекен  Иккассинчи стрелоксен 354-мӗш полкӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ. Тӑван кӗтесрех связиста вӗренсе, хатӗрлев витӗр тухса ку тӑрӑхран вӑрҫа кайнисен йышӗнче Илья Ильич Ильин (Иккассинчен) тата Кесарий Михайлович Михайлов (Платка ялӗнчен) пулнӑ. Дивизи ҫар операцине 1942 ҫулта Ржев хули çывăхӗнчи ҫапӑҫуран пуҫланӑ. 1943 ҫулта Ржевпа Вязьма операцине хутшӑннӑ.

Ветерансен канашӗн председательне пулӑшакан Владимир Васильев асӑннӑ организаци представителӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумӗн шыравҫисемпе пĕрле 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 12-14-мӗшӗсенче Тверь облаҫӗнчи Ржев тӑрӑхне ҫитсе килнине каласа панӑ. Унта чӑваш салтакӗсен вил тӑприсене шыраса тупнӑ. Шӑпах 1942 ҫулта Ржев хули çывăхĕнчи ҫапӑҫура чӑваш дивизийӗ пысӑк паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Рославль хулине ирӗке кӑларнӑшӑн ӑна Суворов орденӗн Рославльти Хӗрлӗ ялавлӑ дивизи ятне панӑ. 1943 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-14-мӗшӗсенче ҫӗрле Ятсӑр ҫӳллӗ ту ҫинчи ҫапӑҫура 18 салтакран иккӗн ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ: Герасим Ильич Лапин тата Константин Николаевич Власов. М.Матусовскипе В.Баснер «На Безымянной высоте» юрра шӑпах вӗсене халалланӑ та.

Германири Совет ҫарӗсен (ГСВГ) республикăри ветеранӗсен пӗрлӗхӗн канашӗн председателӗ Михаил Семенов чӑваш дивизийӗн малашнехи ҫулӗ, шӑпи ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Дивизи Польшӑна ирӗке кӑларнӑ ҫӗре, Хӗвелтухӑҫ Прусси, Хӗвелтухӑҫ Померани, Берлин операцийӗсене хутшӑннӑ, Эльба юханшывӗ (нимӗҫсен) хĕрринчи ҫапӑҫусемпе вӑрҫа вӗҫленӗ. Дивизие Хӗрлӗ Ялав тата II степень Суворов орденӗсемпе чысланӑ.

Ҫӗньял территори пайӗнчи ветерансен канашӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Валентин Захаров хӑйӗн ашшӗн Николай Захаровӑн историйӗпе паллаштарнӑ. 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӑл ҫапӑҫура аманнӑ, ҫавна май пӗр урасӑр тӑрса юлнӑ.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑрҫӑ кашни ҫемьерех тарӑн йӗр, нихӑҫан тӳрленейми суран хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та пирӗн, ҫамрӑк ӑрӑвӑн, совет салтакӗсен паттӑрлӑхне, хӑюлӑхне, вӗсен ячӗсене ӗмӗртен-ӗмӗре асра тытмалла, историе пӗлмелле.

Унсӑр пуҫне музейра пухӑннисем «стрелоксен 139-мӗш дивизийӗ: Атӑлтан пуҫласа Эльбӑна ҫити ҫар историйӗ» документлӑ фильм та пӑхнӑ. Ӑна «Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем» юхӑма хутшӑнакансем тата «Перфекто» пултарулӑх команди ӳкернӗ.

«Ҫавра сӗтел» вӑхӑтӗнче республикӑри ветерансен канашӗ патриотизм воспитанийӗ парас ӗҫре хастар ӗҫленӗшӗн чи лайӑххисене чысланӑ. Вӑл шутра Бичурин ячӗллӗ музей та Хисеп хутне тивӗҫнӗ.

 

Анжелика КИРИЛЛИНА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости