ПАТШАЛĂХ ПУЛĂШĂВĔ

Регион ертÿлĕхĕ кашни эрнере ирттерекен канашлура «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвне тĕревлесси» наци проекчĕн республикăри пĕтĕмлетĕвĕсене тишкернĕ.  

Паян Чăваш Енре 122,3 пин пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ, вĕсенчен 75,3-шĕ –хăйсем тĕллĕн ĕçлекенсем. 2020 – 2024 çулсенче çак кăтарту 2,5 хутчен ÿснĕ.

Республика пулăшăвĕпе усă курса 5 çулта предпринимательсемпе 2,7 пин килĕшĕве – 6,3 млрд тенкĕлĕх – алă пуснă. ЧР Гаранти фончĕ 6,7 млрд тенкĕлĕх поручительсво панине пула 22,7 млрд тенкĕлĕх кредит явăçтарма май килнĕ. 

Унсăр пуçне, 2021 – 2024 çулсенче усламçăсен модернизаци тĕллевĕпе оборудовани туянса тăкакланнин пĕр пайне 270 млн тенкĕлĕх саплаштарнă. Социаллă предпринимательсен шучĕ 1-рен 96-а çитнĕ. 83 проекта пурнăçа кĕртме 38,6 млн тенкĕ тăкакланă. 2022 – 2024 çулсенче 28 çамрăк усламçă 13,8 млн тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ. 

Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхĕн 38 субъекчĕ уйрăм харпăрлăхри промышленноç технопаркĕ йĕркелес тĕллевпе производство лапамĕсемпе çăмăллăхлă меслетпе усă курма пултарĕç. Ку проекта пурнăçа кĕртни 2033 çул тĕлне 790 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать, парксен резиденчĕсен тавар çаврăнăшĕ 22 млрд тенкĕпе танлашмалла.  

«Çакă йăлтах – пĕрлехи пысăк ĕçĕн кăтартăвĕ, – палăртнă Олег Николаев. – Халĕ чи пĕлтерĕшли – чарăнмалла мар, малалла аталанмалла, яланах çĕнĕлĕх шырамалла. Креативлă индустрие тимлĕх уйăрмалла, креативлă экономика тата пуласлăх шăпах унпа çыхăннă. 

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости