Пахалăха ăçта шырамалла?

...лавккара, пасарта е урамра?..

Этем хăй аллипе лартса çитĕнтернĕ пахча çимĕçпе улма-çырла аван та, анчах вĕсене сутăн илме тивсен мĕн тумалла-ха? Çимĕç экологи енчен таса та пахалăхлă пулнине епле палăртмалла, ăна йÿнерех хакпа ăçта туянмалла? Çак ыйтусен хуравĕсене шырăпăр…

Нитратомерпа усă курма юрать-и?

Кашни пахча çимĕçрех, улма-çырларах нитрат пур, вĕсен виçи нормăран ытла çеç пулмалла мар. Нитратсемпе «пуян» çимĕçпе хăналаннă хыççăн 1-6 сехетрен этем организмĕнче наркăмăшланнин симптомĕсем палăрма тытăнаççĕ: хăстарать, пĕвер пысăкланать, юн пусăмĕ чакать. Вар виттипе ыйхă килнипе кăна аптăрасан юрĕччĕ те, этем тăн çухатма е комăна лекме те пултарать.

Сывлăхлă пулас тесен экологи енчен таса тата пахалăхлă апат-çимĕçпе усă курмаллине пурте пĕлетпĕр те, анчах ăна сиенлинчен мĕнле уйăрмалла-ха? Çимĕçри нитратсен виçине нитратомерпа тĕрĕслесе пĕлме пулать иккен. Калăпăшĕпе вăл кĕсье телефонĕ пек кăна, чиксе çÿреме меллĕ. Вăл е ку çимĕçре нитратсен виçине пĕлес тесен, ăна нитратомер йĕппипе шăтармалла, темиçе çеккунтранах экран результат кăтартать. Анчах та аппарат хакне йÿнĕ теейместĕн – 5-15 пин тенкĕ. Пахча çимĕç, улма-çырла сутакансем хăйсен таварне «сиенлетме» ирĕк парĕç-ши – ку тепĕр ыйту…

Пасар законĕсем

Пысăк лавккасенчи ял хуçалăх продукцийĕн пахалăхĕ пирки мĕн каламалла-ха? Ишлей райповĕн ертÿçи Татьяна Павлова пĕлтернĕ тăрăх, тавар илсе килекенсем яланах тивĕçлĕ документ тăратаççĕ. «Эпир пахча çимĕçпе улма-çырлана нумай чухне курттăмăн илетпĕр. Поставщиксем апат-çимĕç тĕрĕслев витĕр тухнине килĕшсе тăнин декларацийĕпе тата фитосанитари контролĕн акчĕпе çирĕплетеççĕ. Пахча çимĕçе ялта пурăнакансенчен туяннă чухне ял тăрăх администрацийĕ çимĕçе çав çын хăйĕн çĕр лаптăкĕ çинче лартса ÿстернине çирĕплетсе панă справка справка çителĕклĕ», – пĕлтерчĕ вăл лару-тăрăва уçăмлатса.

Шупашкарти тĕп пасарти лару-тăрупа директор çумĕ Алексей Бочкарев паллаштарчĕ. «Пур продукци те республикăри ветеринари службин пасарта вырнаçнă лабораторийĕ витĕр тухать. Пахча çимĕç пахалăхĕпе сиенсĕрлĕхне çирĕплетекен документ (сертификат) кашни суту-илÿ вырăнĕнче пулмалла. Ют çĕршывран илсе килнисем чикĕ урлă каçнă чухне çирĕп тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Тавар туянакансем нитратомерсемпе усă курнине хальччен асăрхаман. Ун пеккисем пулсан та, продукци сутакансенчен камăн хăйĕн таварне «сиенлетме» ирĕк парас килĕ?» – пĕлтерчĕ вăл «пасар законĕсем» çинчен.

Урамри суту-илÿ

Пасар çывăхĕнчи çул хĕрринчех сутуçăсем сĕт-çу, пахча çимĕç, улма-çырла тата ытти тавар сĕннине кашниех курнă. Хулари çуртсен çывăхĕнчи павильонсенче те суту-илÿ хĕрÿ. Унта сĕнекен тавар пахалăхĕ туянакана иккĕлентерместех: хăйсене валли туса илнĕ ытлашши пахча çимĕçе сутма вĕсен чару çук.

«Суту-илÿпе ĕçлекен предпринимательсен аккредитациленĕ лабораторисемпе продукцие тĕрĕслессипе килĕшÿ тумалла. Ял хуçалăх продукцине туянакансен сутуçăран пахалăха çирĕплетекен документсене ыйтма ирĕк пур. Çапах та урамра сутакан тавара туянма сĕнмен пулăттăм, вĕсем пахалăхпа тивĕçтернине çирĕплетмен.

Хальлĕхе республика çыннисем лавкка-пасарта нитратомерсемпе усă курнине илтмен. Нитрат виçине çапла майпа пĕлес тесен çимĕçе шăтарма лекет, сиенленнĕ тавара вара сутма юрамасть. Туянаканăн уншăн тÿлеме лекетех», – уçăмлатрĕ лару-тăрăва Роспотребнадзорăн Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕн специалисчĕ Ксения Корнякова.

Хаксем еплерех?

Тавар туянакан пахалăхлине кăна мар, йÿнĕреххине те шырать. Чăваш Енре паянхи кун хаксем еплерех-ши? ЧР «Агро-Инновации» КУП кăтартăвĕсемпе август çурри тĕлне лавккасенчи хаксем çапларах йĕркеленнĕ: çĕр улми – 16,5-24,9 тенкĕ, купăста – 16,1-29,9 тенкĕ, кăшман – 12,5-33 тенкĕ, кишĕр – 20,3-35,9 тенкĕ, сухан – 19,1-26 тенкĕ, хăяр – 29,9-85,9 тенкĕ, помидор – 49,9-199 тенкĕ. Шупашкарти тĕп пасарти ваккăн сутакан продукци хакĕсем: çĕр улми – 18-25 тенкĕ, купăста – 18-30 тенкĕ, кăшман – 25-35 тенкĕ, кишĕр – 25-55 тенкĕ, сухан – 22-35 тенкĕ, хăяр – 20-50 тенкĕ, помидор – 30-75 тенкĕ. Çак пасартах çĕр улмие курттăмăн 10-14 тенкĕпе, купăстана 12-14 тенкĕпе, кăшмана 13-18 тенкĕпе, кишĕре 16-20 тенкĕпе, сухана 16-20 тенкĕпе туянма май пулать.

Кÿкеçри «Дорожник» суту-илÿ çуртĕнче çĕр улмие 12 тенкĕпе, купăстапа хĕрлĕ кăшмана, сухана – 15 тенкĕпе, кишĕре – 17 тенкĕпе, хăяра – 35 тенкĕпе, помидора – 30 тенкĕпе сĕнеççĕ.

Ярмăрккăсем кирлех

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра июнь уйăхĕнчен тытăнса çĕр улми хакĕ ÿснине, çакă пахча çимĕç туса илекенсенчен мар, «перекупщиксенчен» нумай килнине каланă. «Республикăра çĕр улми дефицичĕ пулман та, çук та. Влаç органĕсен тĕллевĕ – туянакана та, пахча çимĕç туса илекене те хÿтĕлесси», – палăртса хăварнă Пуçлăх. Вăл Шупашкар хулин ертÿçисене пасарсене тухса лару-тăрăва тĕрĕслеме, канмалли кунсенче ярмăрккăсем йĕркелеме сĕннĕ. Вĕсем ял хуçалăх продукцине туса илекенсене – ятарласа уйăрнă вырăнсенче таварпа суту-илÿ тума, пахча çимĕçе сутăн илекенсене вара экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă çимĕç туянма май парĕç.

Пĕлетĕр-и эсир?

Пахча çимĕç сутассине санитари правилисемпе йĕркелемелле. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, пахча çимĕçе тата улма-çырлана ятарлă вырăнсенче кăна сутма юрать, çĕр çинчен сутма ирĕк çук. Çĕрĕк тата хăйĕн формине çухатнă, каснă çимĕçе сутма юрамасть.

Вера Шумилова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости