Хамăрăннисене пăрахмастпăр
Эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Иккĕмĕш Тĕрер ялĕнче çуралса ÿснĕ, унтах вăтам шкул пĕтернĕ. Хамăр ял каччипе Анатолипе пĕрлешсе çемье çавăртăмăр. Вăл вăхăтра колхозсем саланма тытăннăччĕ, сыхланса юлнисенче ĕçлекенсем çитместчĕç. Паллах, çамрăк çемьене ура çине тăма питĕ йывăр пулнă. Пĕррехинче хаçатра Шупашкар районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхоз ферминче ĕçлеме дояркăсем кирли пирки пĕлтерÿ тухрĕ. Çемьеллисене хваттерпе тивĕçтереççĕ-мĕн. Мăшăрпа калаçрăмăр та, килсе пăхма шухăшларăмăр. Апаша çапла лекрĕмĕр. Пире хапăл тусах йышăнчĕç. Мана Шăнкасри фермăна ячĕç. Малтанах лаборанткăра тăрăшрăм, тепĕр икĕ уйăхран ферма заведующийĕн тилхепине тытма тиврĕ. Мăшăрăм Анатолий Иванович та, ăста платник, строитель, тÿрех ĕçе кÿлĕнчĕ. Пире виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Виççĕмĕш хĕр Апашра çуралчĕ.
Эпĕ 20 çултах парти ретне кĕнĕ, яланах малтисен ретĕнче пулнă, хушнине итленĕ, яваплă ĕçрен пăрăнман. Пĕлĕве ÿстерме зоотехниксен курсĕнче вĕрентĕм. Каярахпа колхоз столовăйне ĕçлеме куçрăм. Апат пĕçерекенсен курсĕсенче вĕренсе 4-мĕш разряд илтĕм. Кунта та мана заведующине лартрĕç. Пур çĕрте те тÿрĕ кăмăлпа, чуна парса ĕçленĕ, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшнă. Пенсие тухиччен вара эпĕ «Чăваш бройлер» чăх-чĕп фабрикинче кăлпасси цехĕнче тăрăшрăм.
Тивĕçлĕ канура лăпланса ларас килмест. Халăхпа ĕçлеме хăнăхнăран яланах çын хушшинче эпĕ. Ĕмĕрĕпех Апашри халăх театрĕнче вылятăп (ертÿçи – Ольга Ерилеева). Вунă çул каялла вара колхоз пухăвĕнче мана ветерансен канашĕн председательне суйларĕç. Инвалидсемпе те ĕçлетпĕр. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан «кĕмĕл» волонтерсен юхăмне йĕркелерĕмĕр, салтаксене вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Апаш ял тăрăхĕнче маскировка сеткисем çыхас енĕпе темиçе çĕрте ĕçлеççĕ: пĕрисем – Апаш клубĕнче, унта Апаш, Туçикасси тата Паçпак ялĕнчен килеççĕ. Шăнкаспа Мăштавăш ялĕнчи волонтерсем хăйсем пуçтарăнаççĕ. Люба Овчинниковăпа Альбина Иванова килте хăйсене уйрăм тимлеççĕ. Вĕсем килĕнче тетелсем çыхмалли станоксем тутарнă, материалĕсемпе эпир тивĕçтеретпĕр.
Кăçал 1 пин ытла сетка хатĕрлерĕмĕр. 3 метр тăршшĕ сулăсем çыхатпăр, унпа жгут вырăнне усă курма пулать. Çавăн пекех пиçиххисем те çыхатпăр. Унпа аманнă е вилнĕ салтаксене вăрçă хирĕнчен илсе тухнă чухне усă кураççĕ. Салтаксене пулăшу памалли хатĕрсем çинчен интернетра вуласа пĕлме тăрăшатпăр. Апашсемпе Паçпаксем кăçал 500 ытла окоп çурти хатĕрлерĕç. Пĕр вăхăт «кĕмĕл» волонтерсем яшка пĕçермелли типĕтнĕ çимĕçсем хатĕрлес енĕпе те тăрăшса ĕçлерĕç.
Паçпак ялĕнче пурăнакансем валли хăю тĕвĕлемелли, кантра явмалли материал хатĕрлетпĕр. Вĕсене Маргаритăпа Петр Семеновсем илсе кайса килсем тăрăх валеçеççĕ. Пурĕ 18 çемье маскировка сетки çыхать.
Шупашкар тăрăхĕнче «кĕмĕл» волонтерсен юхăмне чи малтан Апашра пуçарса ятăмăр. Пире, 4 хĕрарăма, округри халăха социаллă пулăшу паракан центр ертÿçи Зоя Маслова вĕренме ятарласа Шупашкара ячĕ, эпир унтан çак ăсталăха алла илсе таврăнтăмăр. Кайран пирĕн патра Шăнкас хĕрарăмĕсем маскировка сетки çыхма хăнăхрĕç. «Атăл» хуçалăхран та, Чăрăшкассинчен те килчĕç Апаша çак ĕçе вĕренме. Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас хĕрÿ тапхăр çапла пуçланса кайрĕ пирĕн тăрăхра.
Пирĕн тăрăшулăха асăрхарĕç пулмалла, республика шайĕнче иртекен уяв валли 10 мучи тата 10 кинеми кÿлепине хатĕрлесе пама ыйтрĕç. Пысăк пуканесем. Тутаркассисемпе пĕрле кÿлепесене тĕрленĕ тум «тăхăнтартрăмăр», çăпата «сыртартăмăр». 2024 çулхи юпа уйăхĕнче Апаш тăрăхĕнчи «кĕмĕл» волонтерсем республикăри «Кĕмĕл чун» форума хутшăнчĕç.
Эпир пурте Турă аллинче. Çакăн çинчен пĕр самантлăха та манма юрамасть. Пирĕн йышра юнкунсерен кĕлĕ ирттересси йăлана кĕчĕ, пĕр эрне те сиктерместпĕр. Любовь Васильева йĕркеленипе кĕлĕ тăватпăр, псаломсем вулатпăр. Апаш çывăхĕнчи таса çăлкуç патĕнче çветтуй Пантелеймон ячĕпе часовня туса лартнă, шыва кĕмелли те пур. Унта тăтăшах çÿретпĕр, тирпейлесе тăратпăр. Апаш ялĕнче те таса çăлкуçпа шыва кĕмелли пур, уншăн пирĕн волонтер Зоя Львова яваплă, ытти хĕрарăмпа пĕрле çăваççĕ, тасатаççĕ, чечексем лартаççĕ, çуллахи вăхăтра унта питĕ илемлĕ.
Пирĕн тăрăхри «кĕмĕл» волонтерсем кирек ăçта та хастар. Уявсене хутшăнатпăр, спорт ăмăртăвĕсене те сиктерместпĕр, дипломсемпе, хисеп хучĕсемпе таврăнатпăр. Эпир пĕр çемье пекех пулса тăтăмăр тесен те йăнăш мар. Тĕрлĕ вырăна тухса çÿретпĕр. Шупашкар округĕн администрацийĕ уйăрса панă транспортпа Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккине тăвакансен мемориалне, Çĕрпÿри мăнастире, Шуршăлти Космонавтика музейне кайса куртăмăр.
Çĕршыври лăпкă мар лару-тăру пурне те хумхантарать. Мирлĕ саманана çывхартас, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пултарнă таран пулăшас тесе тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем тăрăшаççĕ. Пирĕн ял çынни Денис Матросов Мускавра та, кунта та инçет мелпе ĕçлет. Вăл пирĕн йыша хутшăнчĕ, нумай ыйтăва татса парассине хăй çине илчĕ, лару-тăрăва чылай çăмăллатрĕ. Хăй тавра Денис Петрович пуçаруллă тус-юлташне пухрĕ, материал илме вĕсем укçа-тенкĕ пухса пама пуçларĕç. Шăнкас ялĕнче «кĕмĕл» волонтерсене Виктор Петров пулăшать.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем отпуска килсен яланах пирĕнпе тĕл пулаççĕ, калаçаççĕ, тав тăваççĕ. Эпир вĕсене чейпе хăналатпăр, çĕнтерÿпе таврăнма ырлăх-сывлăх сунатпăр, кирлĕ япаласем парса яратпăр.
Çакăн пек хастар «кĕмĕл» волонтерсем пирĕн Апаш тăрăхĕнче.
Мария Иванова, Апаш территори уйрăмĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ, «кĕмĕл» волонтерсен юхăмĕн ертÿçи