Культура ӗҫченӗсем пултаруллӑ ҫынсем. Ҫавӑнпах «нет талантливей натуры, чем работники культуры» текен вырӑс каларӑшӗпе питӗ килӗшетӗп. Вӗсем хӑйсен кунсеренхи ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе ҫынсене шухӑшлама, пӗр-пӗриншӗн кулянма е савӑнма, тӑван тавралӑха юратма, тӑван чӗлхене, халӑх культурине упрама вӗрентеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне кашни уяв, паллӑ кун тӗлне манӑҫми мероприятисем хатӗрлесе пире, куракансене, савӑнтараҫҫӗ, кӑмӑла ҫӗклеҫҫӗ, савӑк туйӑм парнелеҫҫӗ. Ҫавӑнпах культура ҫурчӗ те ял ҫыннишӗн чунпа канмалли, пӗр-пӗринпе хутшӑнмалли вырӑн пулса тӑрать.
Оксана Ефремова Тренкасси ялӗн клубӗнче заведующинче тӑрӑшать. Нумаях пулмасть вӑл республикӑри муниципалитетсенчи культура ӗҫченӗсен конкурсӗнче «Ялти культура ҫурчӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» номинацире ҫӗнтерчӗ. Пӗрремӗш хут ҫакӑн йышши ӑмӑртӑва хутшӑнса мала тухма пултарни, паллах, ӑна хавхалантарать, малалла та ӳсӗмлӗн ӗҫлеме пулӑшать.