Польша мăнукĕ

«Явăшран Пархикассине качча килнĕренпе 60 çитрĕ, – тет Ĕç ветеранĕ Зинаида Кудряшова, – тем те куртăм хам ĕмĕрте, чи çывăх çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине чăтса ирттертĕм». Астăвăмĕ вăйлă Зинаида Васильевнăн, таçти аякри тата çывăхри тăванĕсен кун-çулне аван пĕлсе тăрать.

1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче унăн ашшĕ, Василий Тимофеевич Охотин, вăрçа тухса кайнă. Зинаида ун чухне 8 çулта пулнă. 1943 çулхи март уйăхĕнче Совет салтакĕсем понтонлă кĕперпе Днепр урлă каçнă чухне тăшман бомби лекнипе вагонсем шыва путаççĕ. Кун пирки кайран Хурамакасси çынни каласа панă – вăл юлашки вагонра пулнă май ишсе тухса çăлăннă. Пуйăс çинче пĕрле пулнă Ваçлие вара тупайман. Зинаида Васильевна Çĕнтерÿ кунĕнче амăшĕ – Анна Андреевна Охотина – вăрçăра пуçне хунă мăшăрне асăнса юрланă юрра лайăх ас тăвать:

«Колхоз лаша памарĕ –

Хыт çÿресрен хăрарĕ пуль.

Гитлер старике памарĕ –

Ыр курасран хăрарĕ пуль».

Анна Охотина 3 ачапа юлать. Ывăлĕ Захар чире пула 4 çултах çĕре кĕрет. Тепĕр ывăлĕ Георгий, ашшĕ вăрçа тухса кайнă чухне 8 кунта пулнăскер, тĕп киле сÿнме памарĕ, 2010 çулта чире пулса уйрăлса кайрĕ. Амăшĕ вăрçă хыççăн тепре çемье çавăрнă, Галя ятлă хĕрĕ пурăнать.

Зинаида Васильевна хăйĕн амăшĕ Польша хĕрĕ пулни çинчен пĕлтерни кун пирки ытларах тĕпчесе пĕлме хистерĕ. Авал, патша самани вăхăтĕнче, Лапсар каччи Кирула 25 çул Польшăра салтакра тăнă, унтах çемье çавăрнă. Служба вĕçленсен мăшăрĕпе тата 2 хĕрĕпе тăван тăрăхне таврăннă. Лаша кÿлнĕ экипаж (ăна «купе» тенĕ) çул çÿревĕ çур çул ытла тăсăлнă, Кируласен 9 хула витĕр тухма лекнĕ. Çул çинче вĕсен пĕр хĕрĕ чирлесе кайса сывалайман.

Польша хĕрĕ хура пÿртре пурăнма килĕшмен, мăрьеллĕ кăмака тутарттарнă. Шурă пÿрт лартнă Кируласем. Çакăнтан пуçласа таврари çынсем те вырăсла кăмака кăна тунă – çапла шухăшлать Зинаида Васильевна. Поляк хĕрĕ 38 çул кăна пурăннă, унăн хĕрĕ Атайкассинчи Иван Охотина качча тухать. Вĕсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстереççĕ. Хĕрĕ Александра Явăшри Унтри Кандюкова качча тухать, вĕсен хĕрĕ – Анна (Зинаида Васильевна амăшĕ) Атайкассинчи 7 сыпăкри тăванĕпе, Ваçли Охотниковпа, çемье çавăрать. Çакăн пек вăрăм йĕр юлнă Польша хĕрĕнчен чăваш ялĕсенче.

Зинаида Васильевна хăйне пĕчĕк чух ачасем «поляк, поляк» тесе витленине ас тăвать. Вара кÿршĕри мăн аппăшĕ ăна çапла вĕрентсе каланă: «Ан кÿрен поляк тесе кулнăшăн. Поляксем вĕсем пултаруллă çынсем, хитре те кăмăллă, юрлама-ташлама ăста. Эсĕ те лайăх юрлатăн, сăнран та кукаму пекех».

Зинаида Кудряшова чăннипех те юрлама кăмăллать, 20 çул ытла Пархикассинчи культура çуртне хорта çÿренĕ. Халĕ те хастарлăхĕпе палăрса тăрать, уявсенчен, пухусенчен юлмасть, библиотекăна çÿрет, çынсемпе хутшăнать. Вăл колхозра, нумай çул Шупашкарта ĕçленĕ. Ĕç стажĕ – 40 çул. 82 çула çитсен те алла туя тытман. Хальхи вăхăтра килте кинĕпе (ывăлĕ Валерий сарăмсăр çĕре кĕнĕ) тата икĕ мăнукĕпе пурăнать.

1954 çулти сăн ÿкерчĕкре – Зинаида Охотина 19 çулта. Унпа юнашар тăванĕсем – Лидия Порфирьевна Семеновăпа ывăлĕ Герман, Семен Иванович Охотинпа мăшăрĕ Александра.

ТАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости