Преступленисен шучĕ чакнă

Июлĕн 13-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕнче 2017 çулхи çур çулти ĕç­сене пĕтĕмлетрĕç. Канашлăва ЧР ШĔМĕн министрĕн çумĕ Светлана Зуева ертсе пычĕ.

Çавăн пекех унта райадминистрацин пуç­лăхĕн пĕрремĕш çумĕ Зоя Маслова, РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Çĕнĕ Шупашкарти следстви пайĕн ертÿçи Максим Журавлев, Шупашкар район сучĕн председателĕ Сергей Елехин, район прокурорĕн çумĕ Сергей Марасанов хутшăнчĕç.

2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти республикăри пĕтĕмлетÿсемпе Светлана Зуева паллаштарчĕ. Ун хыç­çăн РФ ШĔМĕн Шупашкар районĕнчи уйрăмĕн пуç­лăхĕн тивĕçĕсене пурнăç­лакана Евгений Петрова сăмах пачĕç. Çак тапхăрта граждансенчен преступленисем, административлă йĕркене пăсни тата пулса иртнĕ инкексем çинчен 6062 заявлени (пĕлтĕрхи çак тапхăрта – 6205) йышăнни çинчен пĕлтерчĕ вăл. Район территоринче регистрациленĕ преступленисен шучĕ 17,9% чакнă, 311 преступлени пулнă. Асăрхаттарупа профилактика майĕсене йышăнни çын пурлăхне вăрланă тĕслĕхсене чакарма май панă. Преступленисене Кÿкеç, Çĕньял-Покровски тата Тутаркасси ял тăрăхĕсенче ытларах туни паллă. Ÿсĕрле тунă преступленисен шучĕ 4,9% чакнă, çынсем нумай пухăнакан вырăнта – 38,4%. Хăйĕн сăмахне вĕç­ленĕ май Евгений Владимирович сотрудниксем умĕнче çитес вăхăтри тĕп тĕллевсене палăртрĕ.

Доклада итленĕ хыç­çăн Светлана Алексеевна дачăсене çаратакансен шутне чакармалли профилактика ĕçĕсемпе кăсăкланчĕ. «Шупашкар районĕнчи тата Çĕнĕ Шупашкарти сад юлташлăхĕсен председателĕсемпе профилактика тĕл пулăвĕсем ирттерни, видеокамера лартма май килмесен хуралпа тивĕç­терме «Кунта видеосăнав пырать» текен табличкăсем те пулин çакма сĕнетпĕр. Çулла засадăпа шырав мероприятийĕсем иртеç­çĕ. Кунсăр пуç­не тĕп хула территоринче вырнаç­нă тимĕр-тăмăр пуç­таракан базăсене тĕрĕслетпĕр. Лайăх кăтартусем пур», – палăртрĕ Евгений Владимирович.

Зоя Маслова полици сотрудникĕсем тăрăшнипе районти пур мероприяти те йĕркене пăсмасăр иртнине палăртрĕ.

ЕЛЕНА ДАДЮКОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости