Пултаруллă çынсем пур çĕрте те хастар

Ял-йышăн шаннă çынни, калăн, кĕрнеклĕ хул-çурăмлă патвар арçын пулмалла пек. Унăн шухăш-кăмăлне хÿтĕлесе, уншăн кар! тăрса чĕрре кĕме те, çурăмпа хупăрлама та тивет. Моççакассинчи староста – Антонина Николаевна Никитина – çакăнтан пĕрре те хăрамасть.

Çул сарма хăтланнă

Тепĕр тесен йăнăшсене асăрхаса тÿррĕн калама хăнăхнăран, ертсе пыма вĕреннĕрен суйланă та халăх ăна.

Çулталăк кăна иртнĕ-ха, халăхпа пĕрле туса ирттернĕ ĕçсене пĕтĕмлетме те иртерех – çапла шухăшлать Антонина Николаевна. Апла пулин те моççакассисем журналистсемпе тĕл пулнă хушăра староста çине тăнипе ял хушшинче çула тикĕслеме тытăннине палăртса хăварчĕç. Кашни килтен икшер, автомашинăллисем – тăватшар пин тенкĕ пухса урам варрипе сарма кăçал строительство çÿп-çапĕ тиесе килнĕ. «Унччен малтан кăшт çумăр çусанах ял хушшипе утса тухма атă тăхăнма тивнĕ», – аса илеççĕ моççакассисем. Халĕ вара шултăра кирпĕчсене пула çул муклашкаллă, вырăн-вырăнпа тарăн путăк нумай. Çăмăл машинăпа кĕрсе тухма шикленмелле, трактор хыççăн вара тарăн канав юлать. Шел, хура çĕре хытă сийпе витни вăхăтлăха кăна пулăшнă. Халĕ вара моççакассисем каллех лачакара путаççĕ. Вакă чула яла пырса кĕнĕ çĕрти тĕп урамра сарнă, вăл 200-300 метртан ытла тăсăлмасть теççĕ. «Эпĕ вара ятарласа виçрĕм. 300 утăм пулчĕ, эппин, 150 метр кăна», – ăнлантарчĕ Антонина Никитина.

Çăмăл та, йывăр та

«Халăхăн шаннă çынни пулма йывăр мар-и?», – кăсăклантăмăр эпир. «Çăмăл, мĕншĕн тесен пурте уçă чунлă, ял ыйтăвĕсене кашни хăйĕн йывăрлăхĕ пек йышăнать, – терĕ вăл. – Йывăр – мĕншĕн тесен кунта пурăнакансенчен ытларахăшĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсене пухăва пухма мар, килĕсенчен те йăпăр-япăр илсе тухаймăн. Вырăнпа чирлесе выртакансем те йышлă».

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче итлеççĕ-ха вĕсен ыйтăвĕсене – анчах пулăшăва кĕтсе илме хĕн. Староста çакăнпа пĕрлех ял тăрăх пуçлăхĕ «вĕсене татса памашкăн витĕм кÿме ыйтсан кирек хăçан та укçа çукки çине йăвантарнине» палăртрĕ.

Моççакассинчи тепĕр урамра, чăнах та, вакă чул сарнă. Вăл та 300 метртан ытла тăсăлмасть. «Апла пулин те ун тăрăх çÿрекенсемшĕн çакă та телей», – тет Антонина Николаевна.

Вăл ку тăрăха Елчĕкрен килнĕ. Çĕпĕрте те пурăннă. Калăн, ют тăрăх йывăрлăхĕсемшĕн чун та ыратмалла мар пек. Ун пек мар иккен. Кил-тĕрĕшре те ĕçĕ сахал мар, тăватă ĕне таран усраççĕ Никитинсем. Калаçнă хушăрах староста сехет çине пăха-пăха илчĕ: кĕтÿçсене апат çитерме вăхăт çитет. Çапла ĕнтĕ ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ… Антонина Николаевнăн вара вăл – тĕпел кукринчен ял-йыш патне, ял-йышран – тĕпел кукрине. Пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырсан пĕри теприне пулăшать кăна – пултаруллă çынсем пур ĕçре те хастар.

Таисия Кротова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости