КОНКУРС
Кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Снежная королева» республикӑри фестиваль-конкурс иртнӗ. Паллӑ ӗнтӗ, унӑн тӗллевӗ – ӳнер тӗнчине тӗрлӗ жанрта çул хывакан маттур ачасене, пултарулӑх ушкӑнӗсене тупса палӑртасси тата вӗсене малалла аталанма пулӑшасси.
Фестивале Чӑваш Енри тӗрлӗ округран, хуларан килнӗ пултаруллӑ ачасем хутшӑннӑ. Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗн (ертӳҫи Олеся Саксонская) пӗчӗк артисчӗсем те хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. «Парне мар» ятлӑ ушкӑнпа сцена ҫине тухма сахал мар хатӗрленнӗ вӗсем. Тӑрӑшуллӑскерсем конкурса «Вокал, ансамбльсем» (7-12 ҫулти ачасем) номинацире хутшӑннӑ. Ҫамрӑк вокалистсем «Хӗллеҫӗм-хӗлле» юрра шӑрантарнӑ. Ҫапла майпа II степень лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Анжелика КИРИЛИНА