Пурте кĕтсе илеймерĕç

Çĕнтерÿ кунĕсенче вăрçă ветеранĕсем ушкăнпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксем нумай çемьере упранаççĕ. Анчах та вĕсенче эпир çамрăк чухне курнă-пĕлнĕ чылай фронтовик çук иккен – пĕрисем вăрçă суранне е чире пула нумай пурăнайман, теприсем вăрçă хыççăнах ялтан тухса кайнă.

Çапах та эпир вĕсене ятран асăнма тивĕç. Тĕслĕх вырăнне пирĕн яла – Çĕньял-Покровскине – илер. Тури урамра пурăннă Семен Исаевич Сармосовпа Семен Захарович Горшков учитель ялта çĕнтерÿçĕ-салтак палăкне лартиччен пурăнайман. Çак урамри Георгий Андреевичпа Василий Андреевич Егоровсене те ушкăнпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕк çинче курмастпăр. Василий Андреевича вара йăнăшпа Асăну кĕнекине те кĕртнĕ. Тĕрĕссипе, вăл вăрçă хыççăн Астраханьте пурăннă. Семен Захарович шăллĕ Илья та тÿрех хулара милицинче ĕçлеме пуçланă. Вăта урамра пурăнакан ватă ашшĕ-амăшĕ патне час-часах килсе çÿретчĕ.

Çав урамри Мирон Петрович Ижедеров та пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Тăкăрлăкран иртсен пурăннă Михаил Петрович Горшков чиртен сывалаймарĕ. Самсон Порфирьевич Петров, Евстафий Андреевич Олинов Çĕнтерÿ уявне хутшăнса сăн ÿкерттермен, вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. «Çĕньял» колхозăн пĕрремĕш ертÿçи пулнă Иван Максимович Кумальков хулана пурăнма куçнă.

Анатри урамри Василий Данилович Кузьмин, Федор Егорович Лукиянов, ват çын шутне кĕнĕскерсем, уяв митингĕсем пуçланасса кĕтсе илеймерĕç. Куприян Александровпа Игнатий Григорьев вăрçă пĕтсен темиçе çултан урăх яла куçса кайрĕç. Петр Федорович Федоров, вăрçă инваличĕ, унăн кÿрши Иван Егорович Яруткин (Тимĕрçĕ Иванĕ) ветерансене чыслама пуçличчен çĕре кĕчĕç. Урам вĕçĕнчи, Ункă çумĕнчи, Владимир Матвеевич Александров (Сапожник Володи) тата Георгий Никифорович Яруткин (кăмакăçă) та ветерансем пĕрле сăнланнă сăн ÿкерчĕксем çинче çук. Вăрçа хутшăннă Ольга Захаровна Яруткина майăн 9-мĕшне яланах хулара ирттернĕ. Константин Тимофеевич Сурков вăрçă хыççăн ялта юлман.

Ушкăнпа ÿкерĕннĕ сăн ÿкерчĕксене кĕмесĕр юлнă фронтовиксем магазин урамĕнче те нумай пулнă. Пурте вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ – Николай Васильевичпа Илья Васильевич Сармосовсем, Никонор Исаевич Сармосов (клубра ĕçлетчĕ), Христофор Васильевич Семенов (Шупашкарта пурăннă, инвалид), Евгений Федорович Шуркин.

Вăрçăра çынсем пĕтни, кайран та халăх йывăрлăх тÿсни ял пурнăçне питĕ улăштарнă. Вăл вăхăтри çухату халĕ те сисĕнет.

тАМАРА ВЕРЕНДЕЕВА, ÇĔНЬЯЛ-ПОКРОВСКИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости