Пăтăрмах

Кӳкеҫри лицейра вӗренекенсем медицина пулӑшӑвӗ ыйтма пынӑ. Кун ҫинчен ӗнер округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.
Вăл Шупашкар округӗн прокурорӗпе Сергей Кабуркинпа тата тӗп врачпа Владимир Викторовпа пӗрле лару-тӑрӑва уҫӑмлатма шкула ҫитнӗ.
Владимир Борисович пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ачана госпитализациленӗ, тепӗр тӑваттӑшӗ амбулатори мелĕпе сипленеҫҫӗ. Ачасен сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан сӑлтав ҫук.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости