Пĕр шухăшлă пулса харăссăн утмалла

Иртнĕ эрнекун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă çырупа паллаштарчĕ. ăна итлеме «Волга Опера» театр зал-не Чăваш ен парламенчĕн депутачĕсем, ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, общество пĕрлешĕвĕсен, тĕрлĕ предприяти-учреж-дени, массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисемпе представителĕсем, ыттисем хутшăнчĕç. 100 минута тăсăлнă сăмахĕнче Олег Николаев иртнĕ тапхăрти ĕçе пĕтĕмлетрĕ, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2025 çулхи тĕллевĕсене палăртрĕ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Алексеевич Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2025 ҫулта янӑ Ҫыру.

Ҫӗршыв масштабӗпе илсен пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗлӗхсем пулса иртрӗҫ.

Юлашки 5 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 291 объектне тунӑ тата комплекслӑ майпа юсанӑ. Вӗсенчен 207 объекта – «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шайӗнче, 84-шне – республика бюджечӗн укҫи-тенки шучӗпе ҫӗнетнӗ.

Пуҫаруллӑ бюджетировани кирлӗлӗхӗн тӗслӗхӗ пирки. Юлашки 5 ҫулта граждансен пуҫарӑвӗсем ҫинче никӗсленекен 5218 проек-та пурнӑҫланӑ, вӗсен пӗтӗмӗшле хакӗ 5 миллиард та 800 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫав шутра пӗлтӗр кӑна 1477 проекта 2 милли-ард та 200 миллион ытла тенкӗлӗх пурнӑҫланӑ. Кӑҫал валли кон-курс урлӑ пӗтӗмӗшле хакӗ 3 миллиард та 300 миллион тенкӗлӗх 1555 проект иртнӗ. Шупашкар округӗ халӑх сӗннӗ пуҫарусене яла-нах ыттисенчен чылай нумайрах пурнӑҫлать.

Иртнӗ ҫула Раҫҫей Президенчӗ Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Эпир ҫемьесене пулӑшу памалли тата вӗсене пулӑшса пымалли мелсен пӗтӗм комплексне ахальтен кӑна тишкерсе тухмарӑмӑр, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ пулӑшу мелӗсене ӗҫе кӗртесси е халь усӑ кура-каннисене вӑйлатасси ҫинчен калакан йышӑнусем турӑмӑр. Ҫапла виҫҫӗмӗш ачашӑн паракан регионти амӑшӗн капиталне 200 пин тенкӗ таран ӳстернӗ, пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене, тӑлӑх ача-сене пурӑнмалли ҫурт-йӗр уйӑрса памалли черет, унччен чылай ҫул пухӑнса пынӑскер, палӑрмаллах чакать.

Ҫитес виҫӗ ҫулта тата 9 хӗрарӑм консультацийӗ йӗркелемелле. Республикӑри перинаталь центрне тата Шупашкарти хулари 1-мӗш клиника больницине ҫӗнетмелле. Тин ҫуралнӑ ачасем вал-ли куллен кирлӗ япаласене проката тӳлевсӗр паракан пунктсем уҫмалла тата 3 ҫула ҫитичченхи ӳсӗмри ачасене кӗске вӑхӑтлӑха пӑхса усрамалли тата пӑхса тӑмалли ушкӑнсем туса хумал-ла. Студентсен ҫемйисем, ашшӗ-амӑшӗнчен иккӗшӗ те наука ӗҫченӗсем шутланакан ҫемьесем валли хушма пулӑшу майӗсем туса хатӗрлемелле.

Эпир федерацин туризма аталантармалли программисене юхан шыв инфратытӑмне тӑвас енӗпе кӑна мар, ҫавӑн пекех ушкӑнпа вырнаҫтармалли тӗрлӗ категориллӗ вырӑнсем тӑвас, ҫав шутра ҫынсене вырнаҫтармалли модульлӗ вырӑнсем тӑвас тӗлӗшпе те хастар хутшӑнтӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра Атӑл леш енче, Шупашкар, Красноармейски, Куславкка, Канаш тата Улатӑр муниципаллӑ округӗсенче 6 глэмпингра 111 номер йӗркеленнӗ те ӗнтӗ.

Республикӑри агропромышленноҫ комплексӗ пысӑк хӑвӑртлӑх-семпе аталанать. Юлашки пилĕк çулта тӗш тырă тухăçлӑхĕн вăтам кăтартӑвӗ, унчченхи пилĕк çулхи тапхăрпа танлаштарсан – 22 про-цент, пахча çимĕçӗн – 18 процент, хăмлан – 4 процент чухлӗ, вӑтам сӑвӑм шайӗ 32 процент чухлӗ ÿснĕ. 2030 ҫул тӗлне АПК таварӗсен производствин калӑпӑшӗ, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, чӗрӗкрен кая мар шайра ӳсмелле, экспорт шайӗ вара – 1,5 хут. Технологи-семпе производство хатӗрӗсен импортӗнчен хӑтӑлма, технологи суверенитетне тивӗҫме палӑртатпӑр.

Строительство ҫинчен тӗплӗнрех калаҫӑпӑр. Иртнӗ пилӗк ҫулта инфратытӑмӑн 384 объектне юсаса ҫӗнетнӗ тата тунӑ, 515 шыв башни-не улӑштарнӑ, 3 миллион та 700 пин тӑваткал метра яхӑн пурӑнмалли ҫурт-йӗр тунӑ, авариллӗ ҫурт-йӗртен 1016 ҫынна урӑх вырӑна пурӑнма куҫарнӑ, 157 общество хутлӑхне тата 1146 картиш территорине тир-пей-илем кӗртнӗ, пӗчӗк хуласенче тата истори поселенийӗсенче 12 проекта хута янӑ. Пая кӗрсе ҫурт-йӗр тума хутшӑнакансен çивӗч ыйтӑвӗ те татӑлса пырать.

Ҫакӑн пек масштаблӑ ӗҫӗн сумлӑ кӑтартӑвӗ Чӑваш Ен Федера-цин Атӑлҫи округӗнче хула хутлӑхӗн пахалӑх индексӗ енӗпе малти-сен ретӗнче пулнипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк çулта 62 километр ытла авто-мобиль çулӗ тунӑ тата тӗпрен çӗнетнӗ, 2 пин те 400 километр çула, 19 кӗпере юсанӑ, ялсенчи 85 километр çула çутӑпа тивӗҫтернӗ.

2030 ҫул тӗлне çулсен 85 процентне нормативлӑ шая ҫитеретпӗр. Паянхи кун тӗлне ку кӑтарту 54 процент. Ҫулсем ҫинчи хӑрушлӑхсӑр ҫӳреве тата вӗсене пысӑк калӑпӑшлӑ транспорт сиен кӳресрен хӳтӗлессине тивӗҫтермелле.

Социаллӑ блока ҫынна хывакан инвестицисем тесе калаççӗ.

Кашни муниципалитетра мобильлӗ фельдшерпа акушер пункчӗсем пур, ялсенчи мӗн пур больница валли пациентсене больницӑна е тухтӑра пациент патне илсе çитерме 134 единица ҫӑмӑл автотранс-порт, 861 единица оборудовани, çав шутра 24-шӗ «йывӑррисен» йыш-не кӗрет, туяннӑ.

400-е яхӑн ҫынна санитари авиацийӗпе усӑ курса ҫӑлнӑ.

Онкологи амбулатори пулӑшӑвӗн центрӗсен тытӑмне йӗркелесе янӑ, вӗсене 40 пин ытла ҫын çитсе килнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗнне чирне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ, ку вара чылай чухне ӑна ӑнӑçлӑ сиплеме май парать. Кӑҫал С гепатитпа кӗрешмелли программӑна хута яратпӑр, унӑн тӗллевӗсем валли 2025-2027 ҫулсенче 68 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.

Чир-чӗр профилактики питӗ пӗлтерӗшлӗ, ку енӗпе диспансери-заци хӑйӗн усӑлӑхне кӑтартса пачӗ. Анчах ялти вӑй питти ӳсӗмри арҫынсенчен чылайӑшӗ сывлӑхне тӗрӗслеме васкасах каймасть. Кунта эпӗ урӑхларах майпа усӑ курасшӑн. Эпӗ ҫак ӗҫре пулӑшма хӗрарӑмсене чӗнсе калатӑп, атьӑр-ха, пирӗн ентешсене – сирӗн мӑшӑрӑрсене – витӗм кӳрер, вӗсене больницӑсене илсе каяр, унта вӗсен пуçланма пултарнӑ чир-чӗрне маларах тупса палӑртчӑр е тӗплӗн тӗрӗслесе сывлӑхӗ лайӑхаххине çирӗплетчӗр.

Йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен никӗсӗ – культура. Пирӗн ҫынсем хӑйсем пурӑнакан ялсемпе саласенче артистсен асра юлакан пултарулӑхне автоклубсен ӗҫне пула курма пултараҫҫӗ. Пӗлтӗр республика бюджечӗн шучӗпе «кустӑрмаллӑ» 9 клуб туянтӑмӑр. Кӑҫал вӗсемпе пур муниципалитета та тивӗҫтеретпӗр. 2024 ҫулта автоклубсем пуррипе халӑх пурӑнакан 313 вырӑнта мероприятисем ирттертӗмӗр. Кӑҫал çавнашкал пулӑмсен шучӗ темиçе хут ӳсессе шанатӑп.

Планра пирӗн – хальхи вӑхӑтра ӗçлекен 150 культура çуртне юса-са çӗнетесси тата ҫӗнӗ çавнашкал 24 ҫурт тӑвасси. Ҫавна май халӑха ку инфратытӑмпа тивӗçтересси – 85 процента, ҫырлахтаракан шай-ри объектсен тӳпи 90 процента ҫитет. Ҫавӑн пекех кӑҫал кашни му-ниципалитетра ҫӗнӗ ӑрури тӗслӗх библиотекӑсем уçӑлмалла.

Ҫыннӑн хальхи тата малашлӑхри кирлӗлӗхӗсене тивӗҫтерекен лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ – кашнине хӑйӗн пултарулӑхне туллин уçма тата вӑраха тӑсӑлакан плансене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама май паракан никӗс.

Ача сачӗсенче 130 агролаборатори йӗркеленӗ, ытларахӑшне – пирӗн аграрисен вӑйӗпе.

Шкулсенче «ӳсӗм вырӑнӗсемсӗр», ятарлӑ лабораторисемсӗр, вӗ ренӳ класӗсемсӗр пуҫне вӗренӳпе производство класӗсем хастар йӗркеленеҫҫӗ, ҫакӑ шкул ачисене профессие маларах суйлама май панисӗр пуçне вӑхӑтлӑх ӗҫлемешкӗн пӗрремӗш професси илме те пулӑшать. Техникумсенче «Профессионалитет» программӑпа 7 кластер ӗҫлет, кӑҫал тата икӗ – «Строительство» тата «Туризм тата пулӑшу ӗҫӗсен сфери» – ҫул-йӗре йӗркелесе ярасшӑн.

Ҫӗртме уйӑхӗнче эпир сирӗнпе Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӑпӑр.

Республика кунне республикӑн тӗп хулинче тата конкурс урлӑ суйласа илнӗ муниципаллӑ пӗрлӗхре паллӑ тӑваҫҫӗ. Çакӑн валли 10 миллион тенкӗ грант уйӑрса паратпӑр. Грант виҫине нумайранпа ин-дексацилемен. Ӑна икӗ хут – 20 миллион тенкӗ таран – ӳстерме тата ӑна кӑҫалах уявӑн иккӗмӗш вырӑнӗ пулса тӑракан муниципаллӑ окру-га уйӑрса пама сӗнетӗп.

Ҫулталӑкӑн тӗп пулӑмӗ – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗçленнӗренпе 80 ҫул ҫитни. Раҫҫей Президенчӗ 2025 çула Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Республикӑра эпир çулталӑка Ҫӗнтерӳпе патриотлӑха халалларӑмӑр.

Президент асӑннӑ категорири граждансене пӗр хутчен тивӗҫекен укҫа тӳлевӗ пама йышӑннӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗсене, блокадӑри Ленинградра пурӑннисене, кон-цлагерьсенче асапланнӑ ҫул ҫитмен ҫынсене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пуҫ хунӑ тата вилнӗ участникӗсен тӑлӑх арӑмӗсене (упӑшкисене) Чӑваш Республикин бюджетӗнчен хушма майпа 20 пин тенкӗ тӳлеме, тыл ӗҫченӗсем валли тӳлев виҫине 5 пин тенкӗ чухлӗ палӑртма сӗнетӗп.

«Вӑрҫӑ ачисене» пӗр хутчен паракан тӳлеве 5 пин тенкӗ таран ӳстерме сӗнетӗп. Ҫапӑҫусен инваличӗсене пӗр хутчен паракан тӳлев виҫине икӗ хут пысӑклатма сӗнетӗп.

Хальхи Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен – хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхне те палӑртса хӑвармаллах.

Хаклӑ ентешсем! Пирӗнтен кашниех Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулас-сине ҫирӗппӗн шанать.

Пěр пек шухăшлӑ пулсан, пěрле кар тӑрса харӑссӑн утсан эпир ҫӗнеймен йывӑрлӑхсем ҫук!

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости