АВТОСПОРТ
Спорта юратакансем ҫулталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ӑмӑртусем йӗркелеҫҫӗ. Кӑмӑлне кура кашни ҫын спортӑн пӗр-пӗр енӗпе интересленет. Республикӑра машинăна ларса çил ачипе ăмăртакан та сахал мар.
Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн Сурхури кунĕсенче Чӑрӑшкасси ялӗнче «Раштав чупӑвӗ – 2025» ӑмӑрту иртнӗ. Унта спортсменсемпе пӗрлех спортăн çак тӗсне кӑмӑллакансем, айккинчен сӑнама юратакансем пухӑннӑ. Старта 39 спортсмен тухнӑ: республикӑра пурăнакансемпе пĕрлех кӳршӗ регионсенчен, Мари Тутар республикисенчен, ҫитнӗ спортсменсем. Вӗсем тӑватӑ урапаллӑ тĕрлĕ урхамахпа хутшăннă чупăва. Хӗрлӗ, симӗс, кӑвак, хура автомашинӑсем пӗринчен тепри вӑйлӑрах. Ҫурхи кун пек ӑшӑ çанталăк старта тухакансене чӑрмав кÿмен.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакан водительсен йышĕ ҫулран-ҫул ӳсет. Ӑмӑрту та ҫавна май интереслӗрех, хӑватлӑрах пулса пырать.
Чупӑва хутшӑннӑ водительсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе хатӗрленӗвӗ ҫӳллӗ шайрине кӑтартнипе пӗрлех пӗр-пӗрин хушшинчи туслӑх ҫирӗп пулнине те палӑртнӑ.
Анжелика СИЛИВЕСТРОВА