Кÿкеçри тĕп культура çуртĕнче округри «Ялтӑркка Раштав ҫӑлтӑрӗ айӗнче» вуннӑмӗш фестиваль иртрĕ. Вăл тӗрлӗ территори пайӗсенчи куракансемпе артистсене пӗрлештерчӗ. Фестивале ачасене нравственноç, ÿнерпе эстетика, патриотизм воспитанийĕ парас, çемье хутшăнăвĕсене вăйлатас, православи йĕркипе тарăнрах паллаштарас, пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Унта хутшӑнакансем вокал, илемлӗ сӑмах, театрализациленӗ постановкӑсем енĕпе тупăшрĕç, ал ӗҫ ӳнерӗн куравне йĕркелерĕç. Сцени ҫинчен Раштав уявне халалланӑ сӑвӑсем, юрӑсем, прозӑлла хайлавсем янӑрарӗҫ. Кӑҫал фестивале 290 ҫын хутшӑнчĕ.
Пухăннисене уяв ячӗпе Хыркасси салинчи Христос ячӗллӗ храмӑн настоятелӗ Николай Мазиков протоиерей, Таса Турӑ амӑшӗн Пукравĕн храмĕн настоятелӗ Николай Ефремов тата Шупашкар муниципалитет округӗн администрацийӗн культура пайӗн пуçлăхӗ Маргарита Павлова саламларӗҫ.
Администраци пуҫлӑхӗн Тав хутне фестивалĕн йӗркелӳ комитечӗн представителӗ Максим Алексеев тата Кӳкеҫри культура ҫурчӗн коллективӗ тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех тӗп культура ҫуртӗнче социаллӑ проектсемпе çыхăннă ӗҫе йӗркелесе пыма пулӑшнӑшӑн Чӑваш митрополийӗн Шупашкар епархийӗн Благочиннăй 2-мӗш округне те Тав хучӗпе чысларӗҫ.
Фойере «Манӑн тӗн» сӑн ӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлчĕ. Çурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен иртнӗскерне Централизациленĕ клуб тытăмĕ, Благочиннăй 2-мĕш округ, Централизациленĕ библиотека тытăмĕ, Вĕрентÿ, спорт тата çамрăксен политикин управленйĕ пĕрле йĕркеленĕ. Информаципе «Тăван Ен» хаçат тивĕçтернĕ.
Максим Алексеев йӗркелӳ комитечӗн 10 ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Вӑл ачасемпе ӗҫленӗ чухне кӑмӑл-туртӑм ыйтӑвӗсем пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерчӗ. «Ҫын умне тухса тӑриччен ача сӑвва 50 хутчен калать, вӑл ӑна ӗмӗр тӑршшӗпех манмасть. Ҫакӑ уншӑн пурнӑҫа тӗрӗс ӑнланма май паракан никӗс пулса тӑрать», – терӗ вӑл.
Анжелика КИРИЛЛИНА.