Раççейре – виççĕмĕш

Çак кунсенче района ырă хыпар çитрĕ: Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕ 2015 çул пĕтĕмлетĕвĕпе ирттернĕ экономика ăмăртăвĕнче потребитель союзĕсен – çĕршывра вĕсен йышĕ 3 пин патнелле – хушшинче Ишлей райповĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă. Чыслав апрелĕн 26-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ, унта Ишлей райповĕн председателĕ Татьяна Павлова хутшăннă. Çак пысăк çитĕнÿпе «Тăван Ен» хаçат редакцийĕ те вĕсене саламлать. Аса илтеретпĕр, «Тăван Ен» хаçата Ишлей райповĕн лавккисем урлă та çырăнса илме пулать, хакĕ – 300 тенкĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости