Раççей – хаклă çĕршывăмăр

Регионсем хушшинчи «Раççей – хаклă çĕршывăмăр» ятпа ирттерекен 16-мĕш форум вĕçленчĕ. Кăçал ăна Мускав тата Пĕтĕм Русь Патриархĕ Тихон святитель ку тĕнчерен куçса кайнăранпа 100 çул тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалларĕç.
Форум вĕçленнĕ кун Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменне унăн ĕçне хутшăнакансем, хисеплĕ хăнасем, гала-концерт курма килнисем пухăнчĕç. Зала кĕриччен плакатсем ÿкерес енĕпе ирттернĕ «Тихон Патриарх тата вăл пурăннă вăхăт» конкурс çĕнтерÿçисен ÿкерчĕкĕсемпе паллашма май пулчĕ.
Гала-концертăн 1-мĕш пайĕнче «Классика» капелла, «Савăнăç» халăх ташă ансамблĕ, АРТ НОВА халăх пултарулăх студийĕ, казаксен «Раздолица» халăх ансамблĕ, ачасен «Суварята» ташă ансамблĕ хăйсен ăсталăхĕпе килентерчĕç. Чăваш Енре çеç мар, Раççейре те палăрнă пултарулăх ушкăнĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарчĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости