Сие­нĕ те, ус­си те пур…

Ю­лаш­ки вă­хăт­ра ана çин­че çум ку­рăк пĕ­те­рес тĕл­лев­пе çын­сем гор­чи­ца вăр­ри­не акаç­çĕ. Çак мес­лет ту­хăç­лă-и, çĕ­ре сиен кÿ­мест-и?

Ни­на МАКАРОВА, Хыр­кас­си

Бо­рис НИКОЛАЕВ,Шу­паш­кар ра­йад­ми­нист­ра­цин ял ху­çа­лăх па­йĕн спе­циа­лис­чĕ:

– Гор­чи­цă­на март уйă­хĕн вар­рин­чен пуç­ла­са сен­тяб­рĕн çур­рич­че­нех ак­ма юрать. Çул­са пă­рах­нă гор­чи­ца – си­мĕс удоб­ре­ни, тăп­ра­на ор­га­ни­кă­па та­та гу­мус­па пуян­ла­тать. Унăн ты­ма­рĕ 2-3 м та­рă­нăш­не çит­ме пул­та­рать, тăп­ра­на кăп­ка­лать. Ÿсен-­тă­ра­нăн фи­то­са­ни­та­ри па­ха­лă­хĕ­се­не те па­лăрт­мал­ла, эфир çă­вĕ­сем хурт-­кăп­шан­кă­се­не пĕ­те­реç­çĕ, çĕ­ре сы­ва­таç­çĕ. Гор­чи­ца çум ку­рăк­ран та хă­та­рать. Ан­чах та çак ÿсен-­тă­ра­нăн япăх енĕ те пур – вăл тăп­ра­на йÿ­çĕ­тет. Тăп­ран пы­сăк йÿ­çĕк­лĕ­хĕ ÿсен-­тă­ран ата­ла­нăв­не япăх ви­тĕм кÿ­рет. Пи­рĕн тă­рăх­ри тăп­ра çин­че çулса пăрахнă гор­чи­цă­на çĕр ай­не ту­мал­ла мар, çиел­тех хă­вар­мал­ла. Ку усăл­лă­рах та. Çĕр ул­ми кăшт йÿ­çĕк тăп­ра­на ки­лĕш­те­ре­кен куль­ту­ра шут­не кĕ­рет пул­сан та, ху­шă­ран ăна йĕр­ке­не кĕрт­мел­лех. Ун пек чух­не известь çă­нă­хĕ, вĕ­тет­нĕ мел, йы­вăç кĕ­лĕ пу­лă­шĕç. Гор­ци­цă­на ку­пăс­та ÿс­тер­нĕ та­та те­пĕр çул ку­пăс­та ларт­ма ха­тĕр­ле­нĕ йă­ран­сем çи­не ак­ма сĕн­меç­çĕ.

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости