Субсидисемпе усă курмалла

ПАХЧАÇĂСЕНЕ
Чӑваш Енри сад лаптăкĕсен хуçисене пулӑшу: сад пӗрлешӗвӗсем ыйтнипе инфратытӑма аталантарма субсидисем – пама йышӑннӑ.
Ҫакна валли 10 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах та пӗлтӗр ку енӗпе пӗр заявка та пулман.
Чӑваш Республикинче сад тата пахча хуçисен 700 яхӑн организацийĕ хастар ӗҫлет. Вӗсенчен нумайӑшӗ инфратытӑма тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Вӑл шутра ҫутӑ, шыв кӗртес тĕлĕшпе кăткăслăх, тивӗҫлӗ ҫул-йӗр тата шыв-шур патне ҫитмелли ҫулсене пӑхса тӑмалли ыйтусем час-часах чӑрмав кӳреҫҫӗ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости