С​тарт хыççăн – вĕ​ри чей

Канмалли кунра Ишек шкулӗн​че пысӑк спорт уявӗ пулчӗ – На​ци кросӗ. Ун​та ача​сем ҫеҫ мар, учи​тель​сем те савӑк кӑмӑл​пах хутшӑнчӗҫ. Кӑнтӑр​ла 12 се​хет​ре шкул умӗн​че ли​ней​ка пуҫ​ланчӗ, кро​са йӗр​ке​ле​кен физ​куль​ту​ра учи​телӗ Ре​ги​на Ру​ма​но​ва пур​не те уяв ячӗ​пе са​лам​ла​са ӑнӑҫу​сем ту​ма сунчӗ.
Акӑ ӑмӑр​ту та пуҫ​ланчӗ. Стар​та чи мал​тан вӗ​рен​те​кен​сем тухрӗҫ. Кун​та му​зы​ка учи​тель​не Ни​ко​лай Анд​рее​ва ҫи​те​кен пул​марӗ. Ун​тан кӗҫӗн клас​сем ӑмӑртрӗҫ. Анд​рей Д​мит​риев, Павел Ни​ки​фо​ров, Крис​ти​на Тять​ко​ва, Анас​та​сия Ух​те​ри​но​ва пӗр​ремӗш вырӑн​сем ҫӗн​се илчӗҫ. Вӑ​там клас​сен​че вӗ​ре​не​кен​сен хуш​шин​че те чи мат​тур​ри​сем пулчӗҫ: Илья Ти​хо​нов, Ека​те​ри​на Ни​ко​лае​ва. 9-мӗш клас​ри Ро​ман Та​ра​сов фи​ни​ша пӗр​ремӗш вӗҫ​тер​се ҫитрӗ, хӗр​сен​чен чи мал​ти 11-мӗш клас​ри Ири​на Ива​но​ва пулчӗ.

Ш​кул по​варӗ Ири​на Лу​ки​на кро​са хутшӑ​на​кан​се​не вӗ​ри чей​пе сӑй​ларӗ. Пур​те ӑ​на тав сӑ​махӗ ка​ларӗҫ. Чӑ​нах та, ҫакӑн пек уяв​сем ирт​тер​ни пӗр​ремӗшӗн​чен сывлӑ​ха, иккӗмӗшӗн​чен туслӑ​ха ҫирӗп​ле​тет.

Е​КА​ТЕ​РИ​НА Г​РИ​ГОРЬЕ​ВА, КӖҪӖН КЛАСС УЧИ​ТЕЛӖ, МӐН МАР​КА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости