ПУЛТАРУЛĂХ
Тренккассинчи «Çăлкуç» ача садĕнче хореографи енĕпе «Ташла» ăсталăх класĕ иртнĕ.
Садик заведующийĕ Оксана Ефремова ачасене хореографи пуçламăш ăнлавĕсемпе паллаштарнă, авалхи ташă турри Терпсихора çинчен каласа кăтартнă.
Хускану искусстви тĕрлĕ енлĕ, илемлĕ те хаваслă – шăпăрлансем çакна хăйсем курса ĕненнĕ: классика, халăх, эстрада ташши, çамрăксем кăмăллакан хип-хоп…
Хореографсем хитре ташлама хăнăхтараççĕ кăна мар, çак искусствăна ыттисене те вĕрентеççĕ. Ачасем хăйсене преподаватель пек те тĕрĕслесе пăхнă – пĕр-пĕрин йăнăшне тÿрлетнĕ, урасене тĕрĕс тытассине тишкернĕ.
Тен, ÿссен вĕсенчен кам та пулин шăпах хореограф профессине суйласа илĕ? Апла-и, капла-и, вĕренни нихăçан та пăсмасть, кĕлеткене тÿрĕ тытма, хитре утма пĕлни кашниншĕнех пĕлтерĕшлĕ.