ТĂВАН ÇĔРШЫВ ХŸТĔЛЕВÇИСЕМ
«Хыпар» Издательство çурчĕн коллективĕ пухнă укçапа туяннă материалпа СВОри танк взвочĕ çăвăнса тасалмалли пÿлĕм майлаштарнине пĕлтĕмĕр, унăн командирне Александр Ильин лейтенанта дронсемпе кĕрешмелли РЭБ туянма пулăшрăмăр.
Элĕк районĕнчи Мăн Вылă салинче çуралса ÿснĕскер çак кнсенче «Хыпарта» хăнара пулчĕ. Раççей çарĕнче вăл 2003 çултанпах: малтан Урал леш леш енчи танк чаçĕнче – 2 çул, ун хыççăн РФ Оборона министерствипе контракт çирĕплетсе Чечняра хĕсметре тăнă. Механик-водительпе наводчик специальноçĕсене алла илнĕ, танкăн темиçе модификацине çÿретме вĕреннĕ. Чăваш Ене таврăнса шалти çарсен чаçĕн БТР водителĕ тата командирĕ пулнă. Прапорщик званине панă хыççăн – Раççей гвардийĕн Йошкар-Ола хулинчи чаçĕн оперативлă дежурнăйĕн пулăшуçи. Кунта Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе 5 çул пурнăçланă. 2023 çултанпа – лейтенант, СВОна хутшăнать. Александр Ильин – I тата II степень «Çарти хастарлăхшăн», «Тÿрĕ кăмăллă службăшăн», «Кавказри террористсене хирĕçле операцие хутшăннăшăн», «СВОна хутшăнакана» медальсен кавалерĕ.
СВОра взвод умне лартнă задание епле пурнăçламаллине, пĕр позицирен тепĕрне мĕнле тата хăш вăхăтра куçмаллине, тĕллевпе хăш экипажа ямаллине, çывăхра тăшман артиллерийĕ, танка вут хыптарма пултаракан ытти хатĕр тăманнине çирĕплетсен çеç техникăна уçă территорие кăларма юранине пĕлет. Унăн командир опычĕ Чечен тата Кăнтăр Осети вăрçисенчех пухăннă.
Чечняри террористсене хирĕçле ятарлă çар операцийĕнче танксем пĕр вырăнтан тепĕрне уçă вырăнтах атакăна кĕнĕ. Халĕ СВОра вĕсем снаряд, ракета е дрон айне ан лекчĕр тесе тавралăха тĕпчеме тивет.
– Бомба е снаряд çакса янă дрон чул пек ÿкнине телевизорпа курнах ĕнтĕ. Алă лаппи çинчи пек курăнакан вырăнта пирĕн танксене вĕсем çăмăллăнах çулăм хыптарма пултараççĕ, – терĕ Александр Викторович. – Вĕсенчен сиен курас мар тесе ытларах вăрман тăрăхĕнче е катара пытанса ларатпăр, задани пурнăçлама уçă вырăна тухса пире пĕлтернĕ координатпа перетпĕр те «кайăксем» асăрхиччен хамăр вырăнах таврăнатпăр, маскировка çеткипе хупланатпăр. Хĕлле вăл шурă йăрăмли кирлĕ, çуркунне тĕсне улăштарăпăр.
Александр командирсен заданине танкистсем епле пурнăçлани çинчен те каласа пачĕ. Пирĕн дронсем малтан бандеровецсен позицийĕсене çитсе çар техники, хĕç-пăшаллă çынсем, çар объекчĕсем тата ытти ăçта вырнаçнине палăртаççĕ, вĕсен координачĕсене танкистсене пĕлтереççĕ.
– Манăн телефонăн арт-блокнотĕнче ятарлă таблица пур, – ăнлантарчĕ офицер. – Вăл е ку объекта пĕтермелле чухне çапăçу пыракан позицие, взвод сăнаса тăракан вырăна, координата, персе хăш точкăна лектермеллине, вăл миçе çухрăмра тата хăш енче вырнаçнине палăртатпăр. Таблицăна пăхса перетпĕр. Паллах, задани, объектсем тата координатсем улшăнсах тăраççĕ. Эпир снаряд кăларса ярсанах тÿпене тăшман дронĕсем çĕкленеççĕ, пире шырама пуçлаççĕ.
Унăн роти 2023 çулта СВОра çапăçăва кĕме хатĕрленнĕ, 2024 çулта Харьков патĕнчи оборона чаçĕсен йышĕнче тăнă. Икĕ тапăну операцине хутшăннă, взвод хăйĕн патне çитернĕ координатсемпе персе тăнă, çухату тÿсмен. Александр отпускран таврăнсан бандеровецсене Курск облаçĕнчен хăваласа кăларма хутшăнассине халех пĕлет. Взводра тепловизорлă Т-72 БТМ танксем, калибрĕ 125 миллиметр, кашни экипажра 3-ĕн. Взвод туслă, хăйĕн умне лартнă кирек хăш задание те пурнăçлама атакăна кĕрет. Александр чăваш пулнине танк ротинче пурте пĕлеççĕ, ăна пăхăнакан танкистсем тĕрлĕ регионтан.
– Тăшман дронсемпе усă курса вĕсене вут хыптарма пултарасран асăрханса тавралăха тĕпчемесĕр задание пурнăçлама кĕртсе ямастпăр, – каласа пачĕ лейтенант. – Паян пĕр танк 250 миллион тенкĕ тăрать, ăна ăнланса е ăнланмасăр пĕтерме май туса пани – патшалăха пысăк тăкак кÿни. Пирĕн умра вĕсене упрас тĕллев те тăрать. Бандеровецсем пĕр вырăнта пухăнасса, эпир тăракан позицирен инçе мар çĕрте курăнасса куллен кĕтетпĕр, вĕсен координатне пире систерсенех атакăлатпăр. Çак меслетĕн усси – куç умĕнчех: эпир çухату – чылай сахалрах, тăшман ытларах тÿсет.
Александр авланнă, мăшăрĕпе виçĕ ачана пăхса çитĕнтереççĕ, служба тивĕçĕнчен пушансан çемйипе телефонпа çыхăнать, ачисен шкулти çитĕнĕвĕпе кăсăклансах тăрать. Ашшĕ-амăшĕн çуртне пăхса тăрать. Александр «Хыпар» коллективне взвода кÿнĕ пулăшушăн тав турĕ.
«Хыпарта» хăнара – СВОна хăйĕн ирĕкĕпе хутшăннă, Раççей доброволецĕсен союзĕн хĕресĕн тата «СВОна хутшăнакана» медаль кавалерĕ Сергей.
2016 çулта ВСУн йывăр артиллерийĕ Донецка, Луганска, Донбасри ытти хулана персе тăнине, тăнăç халăх юнне юхтарнине малтанах пĕлнĕ вăл. Унта 2023 çулта Дон çинчи Ростов хули урлă кайма шухăшланă. РФ Оборона министерствипе çĕртме уйăхĕнче 6 уйăхлăха контракт çирĕплетессине те, заявлени çырса ĕçрен кайнине те, инçе çула тухма хатĕрленнине те мăшăрне пĕлтермен. Киле шурă-симĕс тумтир туянса килсен арăмĕ «ĕçлеме каять» тесе шухăшланă. Пур пĕр чăннине калама тивнĕ: хĕрарăм куçне чарса пăрахса шăтарасла пăхнă, унтан кăшкăрсах йĕрсе янă, хăйĕнпе канашламаншăн вăрçнă. Макăрса хваттер тăрăх кумнă – мĕнпе лăплантармаллине те пĕлмен арçын. Çывăрман икĕ каç хыççăн виççĕмĕш кун куççулĕ типнĕ, лăпкăн калаçма тытăннă, тутлă апат пĕçерсе çитернĕ. Мăшăрне кÿрентерсе кăларса яман, ачасемпе пĕрле чĕрĕ-сывă таврăнма ырă сунса ăсатнă.
Сергей Донбасс доброволецĕсен штурмлакан 7-мĕш бригадине лекнĕ. Вăл тăшмана федерацин çĕнĕ территорийĕнчен хăваласа кăларассишĕн халĕ те паттăррăн çапăçать.. Çĕртме-çурла уйăхĕсенче Сергей Д-30 гаубицăн аслă наводчикĕ пулнă. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Денецк республикинчи Сăнав поселокĕ патĕнче йывăр задани пурнăçланă. 3 гаубицăран пĕри, тăшман снарячĕ лекнĕрен, çапăçăва кĕрсенех стройран тухнă. Иккĕшĕпе харăсах персе тĕл лектернине каярахпа телефонпа пĕлтернĕ. Гаубицăна маскировкăлама, тимĕр-бетон цехне кĕрсе пытанма хушнă.
Çĕрле хамăрăн танк килсе ларнă. Хăйне пĕлтернĕ координатпа мĕн пур снарядне кăларса янă хыççăн тăшман танк ăçтан пенине çÿлтен курнă, снаряд-минăпа «хăналама» тытăннă. Телее, сиен кÿреймен.
27-мĕшĕнче иккĕ пенĕ хыççăн цеха кĕнĕ çеç – тăшман артиллерипе хурав панă. Цех çине пĕр снаряд ÿксенех ишĕлсе анма пултарнă. Хальхинче те инкек çумран иртнĕ. Тепрехинче цех çине кассета бомби пăрахнă – Хусан каччи аяла пулнă.
Снарядсем тăшмана епле сиенленине пĕлме тăрăшнă, пирĕн дронсенчен ÿкернĕ видеоран объектсене тĕл лекттернине каласа савăнтарнă. Задание çапла пурнăçланăшăн темçе артиллериста «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.
Аслă наводчик хыççăн Сергей авăрлавçă пулнă, унтан ăна санинструктора куçарнă.
Пирĕн салтаксемпе офицерсем тачă çыхăнура пулнă.
– Крымри Феодосия хулинчен инçе мар вырăнта палаткăсенче 50-шар çын пурăнчĕ, икĕ хутлă краватьсенче çĕр каçрăмăр, – каласа кăтартрĕ Сергей. – Хушшипе çÿреме хĕсĕкчĕ, анчах никам та кăмăлсăрланман. Пурте тенĕ пекех çамрăк чухне çар хĕсметĕнче тăнăскерсем мĕн пуррине ыттисемпе пайларĕç, юлташланчĕç. Тăванлăх пире çапăçусенче чăмăртарĕ. Туссем пĕр-пĕрне пăрахса тармаççĕ, сутмаççĕ, тытса тăракан позицире юлашки юн тумламĕ юлмиччен çапăçаççĕ. Эпĕ амансан çапăçу хирĕнчен мана юлташ медчаçе илсе çитерет, вăл амансан хÿтлĕхе эпĕ сĕтĕрсе тухатăп. Ун чухне çанталăк сивĕччĕ. Новосибирск боецне задание кайма хамăн çывăрмалли ăшă миххе патăм, унсăрăн çĕрле шăнса хытатчĕ, таврăнсан тав турĕ, каялла парасшăнччĕ – илмерĕм, контракт вăхăчĕ тухас умĕн ăна парнелесе хăвартăм.
– Аманнисене мĕнпе пулăшрăр?
– Вĕсене медперсонал васкавлă пулăшу парать, ман пек санитарсем çĕклесе кĕреççĕ-тухаççĕ, хывăнтараççĕ-тăхăнтартаççĕ, градусник тата капельница лартаççĕ, пăхса тăраççĕ, укол тăваççĕ, юн пусăмне виçеççĕ, медикаментпа тивĕçтереççĕ, ытти ĕçе пурнăçлаççĕ. Пирĕн медпункт малтан – Донецк республикинчи Енакиево, кайран Дебальцево хулисенче тăчĕ. Медперсонал тивĕçĕ – юлташа çеç мар, хăйне те васкавлă пулăшу кÿме вĕрентесси, подразделени боецĕсене аптечкăпа тивĕçтересси, ăна тĕрĕс комплектацилесси, унпа усă курма хăнăхтарасси. Сăмахран, хăшĕ-пĕрин аллерги пур. Сахăр диабечĕллĕ пациента хăйне уйрăм эмел кирлĕ. Аптечкăна тĕрлĕ чире шута илсе тултармалла. Аманнисен хушшинче контузи тÿснисем те пурччĕ. Сăмах май, вăл хама та тăнран кăларчĕ. Снаряд ÿксе çывăхрах çурăлчĕ, телее, ванчăкĕ айккинчен шăхăрса иртрĕ, сывлăш хумĕ хама пырса çапнăран темиçе метра вĕçсе кайрăм. Тăна кĕтĕм, пăхатăп: алă-ура вырăнтах, алла бронежилет айне чиксе хыпашласа пăхрăм – юн «йĕпетмерĕ», хăлхаран çеç тумларĕ. Тăтăм, анкă-минкĕ çын пек утатăп, ларма вăхăт çук, снаряд парса тăма пуçларăм. Контузи хыççăн тытăнчăклă калаçма тытăнтăм, пуç чылайччен шавларĕ. Комисси контракт вăхăчĕ тухиччен пĕр уйăх маларах киле ячĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ