Техника паркĕ пуянланнă

ШКУЛ АВТОБУСĔ

Муниципалитетсенчи шкулсен автопаркĕ çĕнĕ 12 автобуспа пуянланнă. Тăххăрăшне – федераци шутĕнчен, виççĕшне республика бюджечĕн укçипе туяннă.

Автобуссене Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Муркаш, Шупашкар, Етĕрне округĕсене янă, Шупашкарти тăлăхсен тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасен центрне панă. Çĕнĕ техникăна хăрушсăрлăхăн хальхи йышши оборудованийĕсене вырнаçтарнă. Вĕсем ачасене шкула илсе çÿренĕ чухне пулма пултаракан инкексенчен сыхланма май парĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, шкул транспорчĕсене çĕнетес тĕлĕшпе малашне те ĕçлĕç, çапла майпа çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани тата тарăн пĕлÿ илме  условисем туса парасси лайăхланса пырĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости