Транспорт полицийĕн ĕçченĕсене саламларĕç

УЯВ

Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Раççей ШĔМĕн транспорт çинче ĕçлекен лини пайĕн Чăваш Енри уйрăмĕ професси уявне – шалти ĕçсен транспорт тытăмне туса кунă куна – паллă тăвать.
Транспорт полицийĕ 106 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта унăн ячĕ те улшăнса пычĕ, тĕллевĕсем те анлăланчĕç, анчах чи малти вырăнта халĕ те усал ĕç тăвакансемпе кĕрешесси, çынсене çĕршывăн транспорт тытăмĕнчи пур объектĕнче те саккуна пăсакансенчен хÿтĕлесси пулса тăрать. Раççей ШĔМĕн транспорт çинче ĕçлекен лини пайĕн Чăваш Енри уйрăмне полицин Канаш станцийĕнчи, Йошкар-Олапа Шупашкарти шыв тата сывлăш транспорчĕ çинчи пайсем кĕреççĕ. Çавăн пекех полицин линири 7 пункчĕ пур. Вĕсенчен пĕри – Улатăр станцийĕнчи чукун çул транспорчĕ çинче, тăваттăшĕ – Козьмодемьянск, Звенигово, Етĕрне, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчи шыв транспорчĕ çинче, иккĕшĕ – Шупашкарпа Йошкар-Олари аэропортсенчи сывлăш транспорчĕ çинче.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости