АСЛĂ ÇĔНТЕРŸ: 80 ÇУЛ
Кӑҫал Ҫӗнтерӳпе Патриотизм тата Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене эпир уйрӑмах тимлӗх уйӑратпӑр, вӗсене паянхи ăрăва тӑнӑҫ пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Ҫавна май вӑрҫӑ йывӑрлӑхне тӳснӗ, Çӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнӑ округри кашни ҫын патне ҫитсе медальпе, парнесемпе чыслас йӑла пурнăçа кĕчĕ.
Иртнӗ кунсенче Вера Алексеевна Грековӑна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче кинемей асаплă çав вӑрҫӑ ҫулӗсенчи терт-нуши ҫинчен каласа панӑ.