ШАНЧĂКЛĂ ТЫЛ
Вĕсем клуба кашни кун ĕçе кайнă пек çÿреççĕ. «Пирĕн ачасем, арçынсем юн тăкнă чухне алă усса лараймастпăр», – теççĕ Шупашкар округĕнчи «Пурте пĕрле» ушкăн волонтерĕсем.
Чиркÿ те пулăшать
Вĕсемпе тĕл пулмашкăн каç кÿлĕм Шăнкас клубне çитрĕм. Çурта 1910 çулта йывăçран тунă. Çакă волонтерсене нимĕн чухлĕ те чăрмантармасть. Алăкран кĕнĕ-кĕмен йышлă ушкăн пысăк сĕтел тавра ларса ĕçленине куртăм. Спанбондран хăюсем касаççĕ, вĕсене тĕвĕлесе курупкасене тултараççĕ. Акт залĕнче маскировка тетелĕ валли кăшкар карнă та хĕрарăмсен тепĕр ушкăнĕ тĕвĕленĕ хăюсене сетка çумне çыхать. Сцена çинчи электричество плити çинче парафинпа вус ирĕлет, икĕ арçын вăрах çунакан шăрпăк, окоп çуртисем хатĕрлет. Клуб заведующийĕ Ирина Иванова шлем çийĕн тăхăнмалли маскировка калпакĕ çыхать. Тепĕр пÿлĕмре – курупкасем, материалсем… Хальхи вăхăтра Шăнкас клубĕнче çакăн пек ÿкерчĕк хуçаланть. Икĕ çул ытла ĕнтĕ кунта СВОна пулăшакансен штабĕ ĕçлет.
Тăван тăрăх ăшши
