Тĕрлĕ енлĕ тупăшнă: выляса, çавапа çулса…

Июнĕн 30-мĕшĕнче тата июлĕн 1-мĕшĕнче Муркаш районĕнче ял тăрăх пуçлăхĕсен тата муниципалитет служащийĕсен кунĕ иртнĕ, кăçалхипе вăл VIII хут пулнă. Шупашкар район делегацине райадминистраци пуçлăхĕ Георгий Егоров ертсе пынă.

ЧР Пуçлăхсен тата муниципаллă служащисен кунне савăнăçлă лару-тăрура уçма ЧР Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев та хутшăннă. «Кашни районăн хăйĕн истори уйрăмлăхĕсем, йăли-йĕрки, пурнăçĕ. Эсир вĕсене упраса пырса çитĕнекен ăрăва парса хăваратăр. Тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн – халăх пурнăçне лайăхлатассишĕн – эпир пĕрле нумай ĕç турăмăр», – палăртнă вăл.

21 команда ГТО нормисене пурнăçланă, хутăш эстафетăра, «Пăхаттир-пуçлăх» виçĕ енлĕ тупăшура, утă çулассипе ăмăртнă.

Хутăш эстафетăра (50 м ишсе, 300 м кросс, 1000 м велосипедпа ярăнса) район команди 4-мĕш вырăн йышăннă. «Пăхаттир пуçлăх» конкурсра ял тăрăх пуçлăхĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем 50 кг-лă михĕпе приседани тăвассипе, кире пуканне хапха урлă каçарассипе, тиевлĕ лава палăртнă вăхăтра вырăнтан куçарассипе тупăшнă. Ку спорт тĕсĕнче район команди 7-мĕш вырăн кăтартнă. Çавапа курăк çулса район чысне Георгий Иванович хÿтĕленĕ: 5-мĕш вырăн йышăннă.

Виçĕм кун вара волейболла тата футболла выляса ăмăртнă. Район команди футболла выляса финала тухнă, Етĕрне район тата Канаш хулин ушкăнĕсемпе тĕл пулнă. Иккĕшне те 1:0 шутпа çĕнтерсе мала тухнă.

Уяв концерчĕпе вара район командине çитекеннни никам та пулман. Вĕсем – чи лайăххисем.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости