Утрав хуçи Анжела

Янăш çăлтăрĕсен пултарулăхĕ пĕринчен теприне куçать

Ачалла мар тарăн шухăшлă, инçете тинкерекен çак чакăр куçсене пăхатăн та тĕлĕнетĕн: мĕн хистет-ха вĕсене тантăшĕсенчен уйрăм пулма?

Таврапĕлÿ материалĕсен архивне йĕркелес енĕпе Янăш шкулĕнче сахал мар опыт пуçтарнă. Кунта 1990 çулта уçнă музей та пур. Унăн краеведени уйрăмĕнче кил-çуртра усă курнă авалхи хатĕр-хĕтĕр, тумтир, чăваш халăх çи-пуçĕ, сĕтел-пукан, пир тĕртмелли станок кăна мар, çуртăн вучахлă кĕтесĕ те вырăн тупнă. Çак ĕçре вара вĕренекенсем хăйсем те тăрăшулăх кăтартаççĕ. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Вера Васильева каланă тăрăх, ачасем пуçтарнă топонимсемпе микротопонимсен шучĕ паян çичĕ теçеткерен те иртнĕ. Юлашкисем – вăл е ку тăрăхра кăна паллă, çавăнпах вĕсене тĕпчеме хальччен пурин те алă çитмен. Çак «шурă вырăна» истори материалĕсем тăрăх лартнă «Хĕр утравĕ» спектакль те тултарма пулăшнă. Ăна шăпах Янăш тăрăхĕнчи топонимсенчен пĕринпе çыхăннă халап сюжетне тĕпе хурса хатĕрленĕ те. Ун тăрăх, 1767 çулта II Кĕтерне патша Чулхуларан Шупашкара кайнă май утрав çинче чарăннă. Кунта кĕтÿ кĕтнĕ, вылянă ачасенчен пĕри кăна вырăс чĕлхипе калаçма пултарнă. Патша ыйтнипе вăл утрав çине пыл, çăмарта тата çу илсе пынă. Чикке чĕрсе палăртнă хыççăн ăна çак хĕрача ячĕпе çыртарма хушнă. Çапла тав тунă патша. Ку – Вера Васильева çырнă пĕртен-пĕр пьеса мар. «Янăш ялĕ пуçланса кайни», «Ким амăшĕ» – пурне те вĕсене автор чĕри витĕр кăларнă.

«Кашни çыннăн Тăван çĕршывĕ çуралнă килтен пуçланать. Çавăнпа та унпа çыхăнни пĕтĕмпех истори пĕлтерĕшлĕ тата паха», – тет Вера Энгельсовна. Вĕсем Янăш тăрăхне халалласа Василий Леонидовпа «События и судьбы Янышского края» кĕнеке те кăларнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те ачасемпе тăрăхри истори вырăнĕсенче экспедицисене çÿренĕ. Муркаш юхан шывĕ патне те çитнĕ вĕсем, çил арманĕсен тĕлне те… Велосипедпа та, çуран та.

Тăван ен культурине кунта пысăк хака хурса вĕрентнине шкулти музейрах икĕ чĕлхепе экскурсоводсене хатĕрлени те çирĕплетет.

«Хĕр утравĕ» спектакльте тĕп роле вылянă Анжела Родионова текех шкул вĕренекенĕ мар ĕнтĕ. «Анчах та вăл хăйĕн кĕçĕн тусĕсене тивĕçлĕ тĕслĕх кăтартса хăварчĕ», – хĕрача пултарулăхне палăртаççĕ вĕрентекенĕсем. Çак кĕркуннех Екатерина Михайлова ертсе пынипе кунта театр кружокĕ ĕçлеме пуçланă. «Хальхи вăхăтра ачасемпе Александр Пушкинăн «Юмахне» лартма хатĕрленетпĕр. Ульяна Ефимова, Диана Зайцева, Маша Николаева, Илья Николаев, Дима Смирнов малтанхи кунсенченех тăрăшулăх кăтартаççĕ», – пĕлтерчĕ Екатерина Вячеславовна. Ку спектакльпе янăш «çăлтăрĕсем» «Театральное созвездие» конкурса хутшăнасшăн.

Сăмах май

Янăш шкулĕнче вĕренекен 120 ачана валли уроксенчен пушă вăхăта усăллă ирттерме шкулта спорт секцийĕсем, бассейн, тренажер залĕсем, ташă студийĕсем ĕçлеççĕ. Ку кружоксене ачасем çак шкултах вырнаçнă садикренех çÿреме тытăнаççĕ.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости