Фо­ру­ма ха­тĕр­лен­нĕ май

Шу­паш­кар­та ок­тябрь уйă­хĕн 9-11-­мĕ­шĕ­сен­че ир­те­кен «Раç­çей – спорт çĕр­шы­вĕ» Пĕ­тĕм тĕн­чери спорт фо­ру­мĕ тĕл­не «Би­чу­рин та­та паян­хи са­ма­на» му­зей «Шу­паш­кар ра­йо­нĕн спорт мă­наç­лă­хĕ» ку­рав ха­тĕр­лет, тĕп биб­лио­те­ка ва­ра рес­пуб­ли­ка çи­тĕ­нĕ­вĕ­се­не «С­порт­лă Чă­ваш Ен» куç­са çÿ­ре­кен пĕр пре­зен­та­цие пу­хас­шăн. Пĕл­те­рĕш­лĕ спорт ме­роп­рия­ти­не ха­тĕ­рлен­нĕ май ра­йон­та пур­нăç­ла­кан ĕç­сем пир­ки ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн­че эр­не­се­рен ирте­кен ка­наш­лу­ра вы­рăн­ти вĕ­рен­тÿ уп­рав­ле­ни­йĕн пуç­лă­хĕн çу­мĕ Татья­на Ива­но­ва ка­ла­са па­чĕ.

Татья­на Ива­нов­на пĕл­тер­нĕ тă­рăх, пур уч­реж­де­ни­ре те ме­роп­рия­ти­сен пла­нĕ ха­тĕр. Ун­па ки­лĕ­шÿл­лĕн фо­рум пы­нă ху­шă­ра пур ÿсĕм­ри вĕ­ре­не­ке­нĕн те хă­йĕн хас­тар­лăх­не тĕр­лĕ спорт ме­роп­рия­ти­йĕн­че кă­тарт­ма май пу­лĕ. 1-4 класс вĕ­ре­не­ке­нĕ­се­не Сыв­лăх ку­нĕ, ха­вас­лă старт­сем, «Ат­те, ан­не та­та эпĕ – спорт­ çемйи» эс­та­фе­та кĕ­теç­çĕ, ас­лă клас­се­не вал­ли ва­ра прог­рам­мă­на «Кĕр­хи кросс» çă­мăл ат­ле­ти­ка эс­та­фе­ти­не кĕрт­нĕ. Вă­там клас­сен­че вĕ­ре­не­кен­сем­шĕн те ту­пă­шу­сем хĕ­рÿ ир­тес ша­нăç пы­сăк. Кун­сăр пуç­не вĕ­сен спорт пĕ­лĕ­вĕ­пе куль­ту­ри­не «Со­чи – 2014 Олимп чем­пио­нĕ­сем» вик­то­ри­нă­ра, кĕ­çĕн класс вĕ­ре­не­ке­нĕ­сен­не – ÿкер­чĕк­сен кон­кур­сĕн­че тĕ­рĕс­лĕç.

«У­лăп» спорт­па сыв­лăх цент­рĕ­пе пĕр­ле ха­тĕр­ле­нĕ ме­роп­рия­ти­сен­чен Татья­на Ива­но­ва сен­тяб­рĕн 20-­мĕ­шĕн­че фут­бол­ла вы­ляс­си­пе ир­те­кен рес­пуб­ли­ка чем­пио­нат­не, ун хыç­çăн те­пĕр ку­нах сы­вă пур­нă­çа кă­мăл­ла­кан­се­не пур­не те стар­та пу­ха­кан «На­ци­сен крос­не» асăн­чĕ. «К­росс умĕн Кÿ­кеç ли­це­йĕн вĕ­рен­те­ке­нĕ­сем чу­пă­ва ту­ха­кан­сен пĕ­тĕм йы­шĕ­пе за­ряд­ка ирт­те­рĕç», – пĕл­тер­чĕ вĕ­рен­тÿ уп­рав­ле­ни­йĕн пуç­лă­хĕн çу­мĕ.

Сен­тяб­рĕн 28-­мĕ­шĕн­че пĕ­тĕ­мĕш­ле пĕ­лÿ па­ра­кан уч­реж­де­ни, предп­рия­ти-ор­га­ни­за­ци ĕç­че­нĕ­сем ГТО нор­ми­се­не тул­тар­са удос­тове­ре­ни­се­не ти­вĕ­çĕç. Ку ме­роп­рия­тие каш­ни ко­ман­дă­ран 10 çын­ран кая мар хут­шăн­мал­ла.

Ок­тяб­рĕн 4-­мĕ­шĕ тĕл­не па­лăрт­нă çă­мăл ат­ле­ти­ка ăмăр­тă­вĕ­се­не хут­шă­на­кан­се­не ва­ра «­çăл­тăр­па за­ряд­ка» кĕ­тет.  Ишек шку­лĕн вĕ­ре­не­ке­нĕ­сем­пе пĕр­ле ăна бад­мин­тон енĕ­пе Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин та­та Раç­çе­йĕн та­ва ти­вĕç­лĕ тре­не­рĕ На­деж­да То­ни­на ирт­те­рĕ.

Ра­йад­ми­нист­ра­ци пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров вĕ­рен­тÿ уп­рав­ле­ни­йĕн ер­тÿ­çин çу­мĕ ка­ла­ни çум­не хуш­са тĕн­че ша­йĕн­чи ме­роп­рия­тие спорт ве­те­ра­нĕ­се­не явăç­тар­мал­ли­не па­лăрт­рĕ. «Чă­ваш Ен­ре вĕ­сем са­хал мар. Тĕл пу­лу­сем йĕр­ке­ле­мел­ле», – те­рĕ Геор­гий Ива­но­вич. Фо­рум тĕл­не каш­ни шкул­тах стенд­сем­пе ку­рав­сем пу­лĕç. Ăна ха­лал­ла­нă суве­нир­се­не ятар­ла­са уйăр­нă вы­рăн­сен­че туян­ма май пу­лĕ.

Пал­лă ĕн­тĕ, тĕп ме­роп­рия­ти­сем Кÿ­кеç­ре ир­тĕç. Вы­рăн­ти хăй ты­тăм­лăх уп­рав­ле­ни­йĕн пуç­лă­хĕ Анд­рей Ми­хай­лов çав­на май транс­по­рант­сем, афи­шă­сем, бан­нер­сем ха­тĕр­лес, по­се­лок­ри тĕп урам­сен­че тир­пей-и­лем кĕр­тес енĕ­пе хĕ­рÿ ĕç­сем ирт­ни­не пĕл­тер­чĕ. Вăл ка­ла­нă тă­рăх, çак тĕл­лев­пе Шос­сей­ная урам­ри спорт ал­лейи тăрш­шĕ­пе пы­ра­кан тро­туа­ра сар­нă, ĕç­сем ма­лал­ла Советс­кая урам­ра тă­сă­лаç­çĕ. Геор­гий Ива­но­вич па­лăрт­нă тă­рăх, «уй­рăм урам­сем кă­на мар, фо­рум вă­хă­тĕн­че хă­на­се­не йы­шăн­ма пĕ­тĕм по­се­лок ха­тĕр пул­мал­ла, ун­та уяв сĕ­мĕ ку­рăн­са тă­мал­ла».

  Вик­то­рия Вы­шинс­кая

(Тăван Ен 35№, сентябрĕн 12-мĕшĕ, 2014 ç.)

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости