СĂНСЕМ
Паллӑ ӑсчах, литературовед, поэт, публицист, куҫаруҫӑ, фольклорист, педагог, филологи наукисен кандидачӗ (1984), общество деятелӗ, таврапӗлӳҫӗ, Чӑваш Республикин аслӑ шкулăн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (2000), Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн членӗ (1968), Н. Гарин-Михайловский (2004), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премисен лауреачӗ (2008), Шупашкар муниципалитет округӗн, Канаш муниципалитет округӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ гражданинӗ Виталий Станьял (Никитин) 85 ҫул тултарчӗ. Вăл Шупашкар районĕнчи Станьял ялĕнче 1940 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă.
Пысӑк ҫитӗнӳсемшӑн Виталий Станьяла «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалĕпе, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ медальпе чысланӑ, 1973 ҫулта вӑл «Шывра путакансене ҫӑлнӑшӑн» медале тивӗҫнӗ. Халӑхра ӑна хисеплесе «пирӗн шурсухал, аксакал, Улӑп, патриарх» тесе хаклаҫҫӗ.
Чăваш Республикин наци библиотекинче ăсчахăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Эпир Виталий Петровичӑн пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштаракан курав йĕркелерĕмĕр, экран ҫинче ҫемье архивӗнчи паха сӑн ӳкерчӗксем кăтартрăмăр.
Пултарулӑх каҫне Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорĕ Роза Лизакова уçрĕ.
Виталий Петрович хӑйне чи малтанах педагог тесе палӑртать. Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл вӗренӳ ӗҫӗнче вӑй хунӑ. Тӗрлӗ вӑхӑтра Нурӑсри ача ҫуртӗнче, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам шкулсенче, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫленӗ, чӑваш чӗлхипе лирератури учителӗсем валли вӗренӳ программисем, кӗнекесем, методика пособийӗсем ҫырса хатӗрленӗ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчĕ Надежда Иванова юбиляра саламланă май хăйĕн сăмахĕнче çапла каларĕ: «Виталий Никитин 1947-1957 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Çÿлтикасси вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ. Вăл класс, шкул стена хаҫачӗсен редакторӗ, комсомол организацийӗн секретарӗ пулнӑ, колхоз пухӑвӗсене хутшӑннӑ. Тӗллевлӗ ҫамрӑк тӑван шкулпа колхоз пурнӑҫне Виттус хушма ятпа район хаҫатĕнче, республикӑри «Ҫамрӑк коммунист», Пӗтӗм Раҫҫейри «Пионерская правда» хаҫатсенче ҫутатнӑ. Вăл Чехословаки, Венгри, ГДР шкул ачисемпе çырусем çÿретнĕ – ун чухнехи чăваш ялĕшĕн ку пĕлтерĕшлĕ пулăм пулнă.
И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче историпе филологи факультечӗн вырӑс-чӑваш уйрӑмĕнче вĕреннĕ вăхăтра (1957 – 1962 çулсем) ушкӑн комсоргӗ, тĕп хулари комсомол комитечĕн пайташӗ пулнă, Казахстанри ҫеремлӗ ҫӗрсенче тырпул пухса кӗртнӗ ҫӗрте институт ҫамрӑкӗсен пӗрлештернӗ отрядне ертсе пынă. Кун пирки В.Станьял ҫапла ҫырать: «Пирӗн курс Вӑрманкасри керамблок завочӗ патӗнче котлован чавнӑ, тӑван колхозра тата Алтай хуҫалӑхӗсенче тырӑ вырнӑ, ҫеҫенхирсенче ҫуртсем тунӑ, трасса хывнӑ, Казахстанри Павлодар тата Петропавловск облаҫӗсенче пӗрремӗш складсем хăпартнӑ. Чăваш çамрăкĕсенчен йĕркеленĕ отряд çийĕн Казахстан тата Чăваш çĕрĕсен комсомол Тĕп комитечĕн куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялавӗсем вӗлкӗшнĕ. Пирӗн пит-куҫсенче харсӑр ҫамрӑклӑх вылянă, кивелнӗ пиншаксен ҫинче медальсем йӑлтӑртатнă. Пединститутӑн пӗрлештернӗ отрячӗн командирӗ пулнӑ май эпӗ хамӑн тантӑшсене ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп хучĕсене параттăм».
1968 ҫулхи утă уйăхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен Мускавра Пӗтӗм Союзри учительсен съезчĕ ĕçленĕ. Унта хутшăннă 3992 делегат хушшинче Чӑваш АССРĕнчен 20 ҫын пулнă: учительсем, техникумсен директорӗсем, аслӑ шкулсен ректорӗсем. Вĕсен йышĕнче – Виталий Никитин. Ӑна делегат пулма И. Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечĕ суйланă. Çамрӑк аспирантшăн чи яваплă та пӗлтерӗшлӗ самант – Кремльте ҫамрӑк ученӑй пĕтĕм çĕршыв умĕнче СССР Тӗп телекуравӗн «Вӑхӑт»информаци программин эфирĕнче Патшалăх телерадио корпункчӗн репортёрне интервью панӑ. Çамрăк аспирант воспитани тĕлĕшĕпе хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ.
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн аспиранчĕ пулнă вăхăтра (1969-1972 çулсем) Виталий Петрович Шупашкарта М.Я. Сироткин, С. П. Горский, Е. В. Владимиров профессорсем патӗнче, Мускавра П. Н. Николаев академик, А. И. Метченко, С. В. Чернов, В. Е. Хализев, Р. Г. Бикмухметов профессорсем патӗнче вĕреннӗ. «Халăх тăшманĕсем тесе вулама чарнă çыравçăсен – Алексей Миллин, Сергей Ялавинӑн, Мĕтри Юманӑн – ӗҫӗсене пуҫтартăм. Материалсене Кӗнеке палатинче пухрӑм. Юман япалисем мана питӗ килӗшрӗҫ: профессиллӗ япаласем. Вӑл çырас ăсталăхăн чи çÿллĕ шайне çитнĕ хайлавсем çырнă. Çавна пула ӗҫсӗрлӗх тапхӑрӗ ҫаврӑнса килчӗ манӑн», – аса илет Виталий Петрович.
Ӗҫсӗрлӗхрен ăна паттӑрлӑх ҫӑлса хӑварать. Виталий Петрович ҫапла аса илет: «Ҫуркунне эпир Герман Желтухинпа Геннадий Волков аспиранчĕсемпе – хакас, тува ачисемпе – Атӑл тӑрӑх пӑр кайнине курма тухрăмăр. Ун чухне Атăл пӑрĕ хальхи пек мар, шавласа та кӗмсӗртетсе каять. Эпӗ пӑрсем ҫине пӑхатӑп та: «Такам путать!» – тетĕп. Хакас калать: «Ҫук! Такам тутӑрне пӑрахнă. Пирӗн ҫавӑн пек йӑла пур – тутӑра пӑр ҫине пӑрахмалла», – тет. Куратӑп: хӗр ишет. Эпӗ шыва сикрӗм, ӑна аран-аран ҫыран хӗррине сӗтӗрсе ҫитертӗм, Герман Желтухин туртса кӑларма пулӑшрĕ». Герман Желтухин ҫак ĕç ҫинчен журналист тусӗсене каласа панă, вӗсем Мускав хаҫатĕнче пӗчӗк заметка пичетленӗ, унтан ӑна «Советская Россия» хаçатра кӑларнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн темскер улшӑнчӗ, мана хаҫата чӗнчӗҫ. Ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫапла ӗҫ тупрӑм эпӗ…» 1973 ҫулта Виталий Никитинпа Герман Желтухина «Шыва путакансене ҫӑлнӑшӑн» медальпе наградăланă».
Виталий Станьялӑн тӗпчеври пултарулӑхӗ анлӑ. Вӑл 100-е яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ. Надежда Григорьевна хыççăн Чӑваш патшалӑх гуманитари ăслăлăхĕсен институчӗн ӗҫченӗсем сăмах илчĕç.
Филологи наукисен докторӗ Виталий Родионов хисеплĕ ăсчаха хĕрÿллĕн саламларĕ, вĕреннĕ чухне «Çилçунат» пĕрлĕхре Виталий Петрович çамрăксене ăсталăха туптама пулăшни çинчен аса илсе каласа пачĕ. «Вăл пирĕн куратор пулнă, эпĕ вара ушкăн старостиччĕ. Виталий Петрович ун чухнех пире сăмах ăсталăхĕпе тыткăнлатчĕ, – аса илчĕ Виталий Григорьевич. – Пуринчен ытла эпĕ ăна чăвашлăха юратнишĕн хисеплетĕп. Чăвашлăха Виталий Петровичран ытларах юратакан çын çук. Эпир те, вĕренекенĕсем, унран тĕслĕх илме тăрăшрăмăр. Фольклор экспедицийĕсем еплерех йĕркелетчĕ вăл! Ун чухне çак ĕç валли унивеситетра укçа та уйăрса паратчĕç. Виталий Петрович Камчаткăран Калининград таранах çÿренĕ пуль. Вăл Павел Бекшанскипе çыхăну йĕркелеме пултарчĕ вĕт-ха! Бекшанский Шупашкара та килсе çÿрерĕ, чăвашсем те Çеçпĕл Мишши пурăннă вырăна кайма пуçларĕç. Виталий Петрович Çеçпĕл пурнăçне, пултарулăхне тĕпчес ĕçе питĕ пысăк тÿпе хыврĕ. Çавăн пекех пирĕн хисеплĕ ăсчахăмăр Иван Яковлев пĕрлĕхне пуçарса ячĕ, наци конгресĕ шăпах унăн никĕсĕ çинче аталанчĕ». Геннадий Дегтярев, Вера Никифорова, Ирина Софронова филолги ăслăлăхĕсен кандидачĕсем, Евгений Михайлов Виталий Петровича саламласа нумай ăшă сăмах каларĕç.
Виталий Петрович – И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчен (халĕ университет) вӗренсе тухнӑ чи паллӑ ҫынсенчен пӗри, вăл чăваш филологи факультечĕн доценчĕ пулнă. Çакӑн пек сумлӑ ӑсчахсем тухни вӗренӳ заведенин ятне тата ҫӳллӗрех шая ҫӗклет.
Университет ячӗпе юбиляра Татьяна Денисова, Ольга Скворцова, Николай Осипов филологи наукисен кандидачӗсем саламларĕç.
«Виталий Петрович ĕмĕрĕпе вĕрентсе пурăнчĕ, паянхи кун та чăвашлăх ыйтăвĕпе ĕçлекен çынсене хавхалантарса пырать, – терĕ педагогика университечĕн доценчĕ Николай Осипов. – Эпир Виталий Станьялпа педагогика университечĕн студенчĕсемпе Тутар, Пушкăрт тăрăхĕсенче, Пенза, Самар, Чĕмпĕр облаçĕсенче пултăмăр. Çав манăçми çул çÿревсемпе çыхăннă асаилÿ çав тери нумай, сăн ÿкерчĕк те чылай. Виталий Петрович, пирĕнпе пĕрле ĕçленĕшĕн сирĕн умăрта çĕре çити пуç таятпăр, пире вĕрентсе пынăшăн чĕререн тав тăватпăр».
Пултарулăх каçĕнче Виталий Станьял тухса калаçакансен сăмахĕсем çумне хушса каларĕ, пурнăçри тĕрлĕ саманта аса илчĕ.
Виталий Петрович тӑрӑшнипе 1991 ҫулта Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ, 1992 ҫулта Чӑваш халӑх академийӗ йӗркеленнӗ, Чӑваш наци конгресне никӗслес тӗлӗшпе те ҫине тӑрса ӗҫленӗ вӑл. Паян та общество çак организацийĕсем хӑйсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ, академиксем, таврапӗлӳҫӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр тӗпчеҫҫӗ, кӗнекесем, энциклопедисем кӑлараҫҫӗ, музейсем уҫаҫҫӗ. Чӑваш таврапӗлӳҫисен ертÿçи Сергей Сорокин пĕрлĕх пайташĕсем Виталий Петрович пуçарса янă ырă йăласене тытса пыни, ялсен, организацисемпе учрежденисен историйĕсене тĕплĕн тишкерни, кĕнекесем кăларни, çак юхăма çамрăксене явăçтарни пирки каларĕ.
Чӑваш наци конгресӗ ячӗпе сумлă ăсчаха Чăваш халăх писателĕ Анатолий Кипеч тата филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Василий Федотов саламларӗç.
Виталий Станьял – пултаруллӑ поэт, тарӑн лирик. Библиотека ӗҫченӗсем Антонина Андреева тата Татьяна Семёнова уява килнисене Виталий Петрович сӑввисемпе хатӗрленӗ литмонтаж итлеттерчĕç.
Шкул ачисемпе студентсене Виталий Станьял чӗрӗк ӗмӗр ытла «Ҫилҫунат» литература пӗрлешӗвӗ тавра чӑмӑртаса пурӑннӑ. Ун алли витĕр пин-пин сӑвӑ-калав тухнӑ. Салам сӑмахĕпе Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателĕ, Чӑваш халӑх писателĕ Сергей Павлов, Светлана Асамат, Арсений Тарасов, Светлана Гордеева, Зоя Сывлӑмпи, Любовь Федорова çыравçăсем тухса калаçрĕç.
Ӑсчахӑмӑр Шупашкар тӑрӑхӗшӗн те чылай ырӑ ӗҫ туса ирттернӗ, район, ялсен историне тӗпченӗ. Виталий Петровича тӑван ялӗнчен ентешӗсем килсе саламларӗҫ. Çÿлтикасси шкулĕнче чăваш чĕлхи вĕрентекен Венера Майорова тата шкул директорĕ Татьяна Майорова ертсе пынипе 6-мĕш клсра вĕренекен Максим Шербетовпа Николай Белоусов Виталий Станьял сăввисене вуласа пачĕç. Уяв каçне Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, педагог, фолькорист Земфира Яковлева ерте пыракан «Эткер» фольклор ушкăнĕ хăйĕн юррисемпе илемлетрĕ.
Ольга ТИМОФЕЕВА, ЧР Наци библиотекин наци литературипе библиографи пайĕн ĕçченĕ