2024 çул пуçламăшĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин хушнипе СВОна хутшăннисем валли управлени кадрĕсене хатĕрлемелли «Паттăрсен вăхăчĕ» программăна старт панăччĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вара 2025 çулта çакнашкал программăна регионта та йĕркелессине пуçарнă.
Вĕренÿ бази регионăн Патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен компетенцине аталантаракан центрĕнче пулĕ. Проекта хутшăнас кăмăллисен конкурс витĕр тухмалла: анкета çырса тултармалла, пысăк мар эссе хайламалла, вĕсене çавăн пекех дистанци мелĕпе тестлаççĕ. Чи пысăк кăтартусемпе палăрнисене, 30-70 çынна, вĕренÿ курсне йышăнĕç. Вĕренĕве вĕçленисене çĕнĕрен хатĕрленнине çирĕплетекен диплом парĕç, стажировка йĕркелĕç. Хальлĕхе палăртнă тăрăх, 2025 çул вĕçленнĕ тĕле пĕлÿ илнисен – 20%, 2026 çул вĕçлениччен 80% кая мар йышне ĕç тăвакан влаç е вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенчи, патриотла воспитани парассинчи, корпоративлă сферăри е халăх суйлакан органсенчи должноçсене уйăрса лартĕç.