«Ха​мăр​шăн тă​рă​шат​пăр…»

Йăр​шу ялĕн ста​рос​ти В​ла​ди​мир Рос​тов тă​рăш​са ĕç­ле​нĕ​шĕн Шу​паш​кар ра​йон ад​ми​нист​ра​ци пуç­лă​хĕн​чен Геор​гий Его​ров​ран Хи​сеп ху​чĕ те ил​ме ти​вĕç­нĕ. Ха​лăх​па ĕç­ле​ме те пĕл​мел​ле, пур​те пул​та​рай​маç­çĕ.

Йăр​шу çын​ни​сем​шĕн ирт​нĕ выр​сар​ни ​кун ял кун​не пал​лă ту​ни​пе ас​ра юл​нă. Уя​ва ирт​те​рес тĕл​лев​пе фут​бол пло​щад​ки​не та​сат​са тух​нă. Вы​рă​нĕ те илем​лĕ ун​та, пĕр айк​ки​пе Ана​то​лий Алек​сеев ларт​нă йы​вăç­сем. Шă​пах вĕ​сем айĕн​че ял кун​не пал​лă ту​нă та йăр​шу​сем. Чă​ваш​сен йă​ли​пе шÿр​пе пĕ​çер​се сăй​лан​нă. Уя​ва ха​вас сĕм кĕрт​ме вы​рăн​ти та​та Шу​паш​кар ху​лин​чи ан​самбль​сем пу​лăш​нă. Ар​çын​сем​пе кач​чă​сем фут​бол вы​ля​са кам мат​тур​та​рах пул​ни​не па​лăрт​нă. «С​та​ри​ки» та​та «​мо​ло​дежь» ко​ман​дă​сем тус​лăх çĕн​тер​нĕ те​се йы​шăн​нă.
Ну​май пул​масть йăр​шу​се​не пĕр урам​ра çул та сар​са па​нă. Унч​чен ма​ла​рах кун​та пу​рă​на​кан​сем хăй​сем ук​çа пух​са кир​пĕч ван​чă​кĕ​сем, ас​фальт çин​че юсав ĕçĕ​сем ирт​тер​ни​пе юл​нă ван​чăк​се​не сар​ка​ла​нă. Кă​çал ял тă​рăх ад​ми​нист​ра​ци йĕр​ке​ле​ни​пе хы​тă сий​лĕ çул​лă пул​нă кун​та пу​рă​на​кан​сем. Йăр​шу​сем пу​лас​лăх​ра пур урам​ра та хы​тă сий​лĕ çул пу​лас​са ша​наç­çĕ. Кă​çа​лах ял​та шыв ко​лон​ки​се​не улăш​тар​нă. Ка​ча​кас​си ялĕ пат​не кая​кан çул ик айк​ки​пе каш​ни çу​лах йы​вăç­сем лар​таç­çĕ ял çын​ни​сем. Кун​та чă​рăш​сем ÿсеç­çĕ, чĕ​рĕл​мен​ни​се​не, хăр​са кай​ни​се​не улăш​тар​сах тă​ма тă​рă​шаç­çĕ.
«Ха​мăр​шăн тă​рă​шат​пăр, та​кам​шăн мар. Ха​мăр ту​ма​сан кам ту​са па​рать?» – тет В​ла​ди​мир Рос​тов ста​рос​та.
ВЕ​РА ШУ​МИ​ЛО​ВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости