Хаçат кăвакарчăнĕсен çÿллĕ вĕçевĕ

Хăшĕ-пĕри ку кайăксем пĕлĕтелле хăпармаççĕ тесе тавлашма пăхĕ. Ун пек мар иккен.

80 çул каялла «Колхозник çулĕн» пĕрремĕш номерне хатĕрлесе калăплакансем вăл Шупашкар район историйĕн летопиçне çавăн чухнех пысăк сас паллисемпе çырăнса юласси пирки шухăшламан та пулĕ.  Сакăр теçетке çул хушшинче хаçат сăн-сăпачĕ палламалла мар улшăнчĕ – тĕсленчĕ, илемленчĕ, çивĕчленчĕ..,  Шупашкаръен тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Вулакан паян алла тытакан хаçат – журналистика анин сухаçисем ырма пĕлмесĕр тăрăшса, тарпа шăварса çитĕнтернĕ пархатарлă çимĕç. Ăна пин-пин киле çитерекен хыпарçă-кăвакарчăнсем каллех вĕçеве çĕкленчĕç.

Пĕр алăра чей чăмăрĕ, тепринче – диктофон

«Тăван Ен» редакци кăмакинче район хаçачĕн черетлĕ 29-мĕш номерĕ «пиçсе тухрĕ». Пĕрремĕшĕ шăп 80 çул каялла пичетленнĕ – эппин, ку – уяв кăларăмĕ. Вулакана вăл мĕнлерех хатĕрленни çинчен каласа кăтартма эрне  каяллахи пулăмсем патне таврăнар-ха.

– Алло! Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви-и? «Тăван Ен» корреспонденчĕ Сачкова чăрмантарать. Пире Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи хытă каяшсен полигонĕн строительствипе çыхăннă информаци кирлĕ, – ĕç кунне республика ведомствин чиновникĕсене тĕпĕртеттернипе пуçлать Людмила Николаевна. Ытти журналистсем кофе шăршипе рехетленсе ларнă хушăра  алăк хыçĕнче унăн кĕпе арки çеç курăнса юлчĕ.

Журналистсем йывăр ĕç эрни умĕн канаççĕ тесе йăнăшать иккен çак йĕркесен авторĕ. Вырăнти хăй тытăмлăхпа социаллă политика пайĕн редакторĕн хăрах аллинче акă чей чăмăрĕ, тепринче – диктофон. Ĕнер Атайкасси тăрăхĕнче пухнă информацие хут çине куçарать. Унччен те пулмарĕ – кĕсйинчи телефонĕ хăй пирки аса илтерсе «юрларĕ». Ĕç вăхăтĕнче чăрмантарнăшăн мăкăртатса та илчĕ, анчах леш вĕçĕнчи кăмăллă сасса илтсен чунĕ часах çемçелчĕ. Ватăпа ватă пек, çамрăкпа çамрăк пек калаçма пĕлекене яланах хисеплеççĕ. Пушшех те, хăйĕн пирки Алевтина Кирилловна тесе пĕлтернĕ пенсионерка Явăшра ял уявĕ иртни çинчен хыпарлать.

Шанчăклă пулăшуçăсем

Çупкăмăн-çупкăмăн пуçтарнă информаци çапла халăх патне çитет. Чылай чух  редакцие штатра тăман корреспондентсем пулăшаççĕ. Кăçал Республика кунне халалланă Шупашкар районĕнче иртекен мероприятисене çутатма Вăрман-Çĕктерпе Çĕньял тăрăхĕсенчен хыпар çитерсе тăракан Николай Смирновпа Ксения Михайлова хастар хутшăнчĕç. Николай Васильевич почта çыхăнăвĕн уйрăмĕнче вăй хунă май хаçата сарассишĕн, ун çинчен хальччен илтмен çынсене каласа кăтартассишĕн те çине тăрать. Штатра тăман корреспондентсен йышне кĕнĕренпе çулталăк та çитмен-ха – вăл вара халех чĕрĕ очерк-репортажпа тĕлĕнтерет. Ксения Петровна вара ветерансен вырăнти канашĕн ертÿçи, редакцие аслăрах çулсенчи вулакан кăмăлне тупмалли материалсемпе тивĕçтерет.

Ишек ял тăрăхне кĕрекен Кипеккассинче пурăнакан Фадей Константинов «Тăван Ен» хаçата Аслă çĕнтерÿ хыççăн, 1949 çултах çырма пуçланă. Хăй ятарласа шутланă тăрăх, çак хушăра унăн икĕ пин ытла материал пичетленнĕ. Таврапĕлÿ тематикине алран яман ватă, виçĕ кĕнеке, çав шутра нумай пулмасть пичетленнĕ «Ишекпе Кÿкеç тăрăхĕнче», авторĕ – тăван хаçатăн тантăшĕ тесен те йăнăш мар.

Çырмапуç ял тăрăхне кĕрекен Чăрăшкасси çыннин, Леонид Павловăн, материалĕсем те яланах вырăнлă. Райхаçатпа 1946 çултанпа туслă авторăн вулаканпа пайламалли сахал мар. Унăн материалĕсене истори ахрăмĕ, мăн асаттесемпе асаннесен йăли-йĕркине упраса хăварас шухăш витерсе тăрать. Ку тема Çĕньял-Покровски тăрăхĕнчен тухнă, халĕ Шупашкарта пурăнакан Тамара Верендеевăна та, Кипечкассинчи Нина Антоновăна та çывăх. Ят-сумлă, хисепе тивĕçлĕ, тăрăшуллă çынсем çинчен вуласа ватăсем чуна йăпатаççĕ, çамрăксем вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ…

Чăрăшкасси ял тăрăхĕнчи Чăрăшкассинче пурăнакан Валентин Синельниковăн аллинчи ручка – киревсĕрлĕхпе тасамарлăха хирĕç кĕрешмелли «хĕç-пăшал». Тÿрĕ сăмаха «халăх тарçисем» патне хаçат урлă çитерсе ял старостин вырăнти халăхшăн пĕлтерĕшлĕ чылай ыйтăва татса пама май килнĕ.

«Шăпашкарт» бренд юлашки вăхăтра Альбина Юрату çыравçă пулăшнипе хăйĕн пĕлтерĕшне пушшех ÿстерчĕ. Пултарулăх çыннисемпе, «çăлтăрсемпе» тăтăш хутшăнни ăна хаçат валли уçă калаçусем йĕркелеме çул уçать, вĕсемпе вулакана та паллашма май туса парать.

Хаçатçăсен тĕнчи

Ытлари кун редакци десанчĕ ир-ирех командировкăна пуçтарăнчĕ. Хыпарсен пайĕн корреспонденчĕ Наталия Степанова паян Çĕньял-Покровски тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн Турă вырăнĕнчех – сăмаха кирлĕ çĕре çитерме вăл кăна пулăшма пултарать иккен. «Тăваттăмĕш влаç», мĕнле калас та… Пухăва илсе çитерме ăна валли ятарласа çăмăл машина янă. Наталия Юрьевнăн «халăх юрисчĕн» опычĕ чăннипех те пысăк. «Чуна тирекен тумла пăрĕ», «Ашкăнчăк депутат е халăх тарçи?» статьясен авторĕ вутта кĕме те, шыва сикме те хăраса тăмасть. Вичкĕн чĕлхи пĕр-пĕр кун суда çитерессе «юратакансем» шантарсах тăраççĕ. Журналист ăсталăхне Наталья Юрьевна «Хресчен сасси» хаçатра тăрăшнă хушăрах туптанă – ултă çула яхăн.

Сайт редакторĕ Татьяна Вашуркина пĕр самант та ĕçсĕр лармасть – Шупашкар районне тата унпа юнашар тăрăхсене пырса тивекен хыпарсемпе паллашсах тăрать. Ăна йĕркелесе янăранпа уйăх та çитмен-ха, вуламалли-тишкермелли вара сахал мар. Район пуçлăхĕ тунти кунсерен ирттерекен планерка акă кунта вырăн тупнă та. Сайт тултарас енĕпе унччен «Чăвашэнегосбытра», регионăн çут çанталăкпа экологи ресурсĕсен министерствинче ĕçленĕскер Интернет уçлăхĕнче чăн-чăн ас.

Журналистсем уяв номерне хĕрсех хатĕрленĕ хушăра Марина Федорова бухгалтер, паллах, укçа шутлать. «Çăкăрĕ» пиçсе тухĕ-ха та, кĕрекене пуçтарăнма нухрат çителĕклĕ-и? Хăнасене йыхравлас çивĕçе çырăнтару  пайĕн редакторĕ Ирина Петрова çине тиерĕмĕр.

Редактор сĕтелĕ çине çитиччен пур материал та ун çумĕ Виктория Вышинская алли витĕр тухать. Хăйĕн пултарулăхне республика кăларăмĕнче тĕрĕсленĕскершĕн (вăл унччен сакăр çул çул «Хыпар» хаçатра вăй хунă) нимĕнле чăрмав та пулмалла мар пек. Ÿсĕмсем журналистика профессине суйласа иличчен чылай маларахах пуçланнă: Йĕпреç районĕнчи «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн пĕр номерĕ те çак тăрăхри Çăкалăх шкулĕнче вĕренекенĕн заметкисемсĕр тухман, 8-мĕш класра вара вăл Марфа Трубина ячĕллĕ премин чи çамрăк лауреачĕ пулса тăнă. Анчах та район хаçатĕнче  тăрăшакан «тăваттăмĕш влаç» представителĕн   ретри журналист кăна мар, тĕп редактор сăмахĕсемпе каласан, чăн-чăн «универсал» пулмалла. Сăмахран, ÿнер, илем тĕнчи пирки чуна лăпкамалла çыраканăн çул çинчи инкек вăрăнĕнчен, суд залĕнчен кирек хăш самантра та чĕрĕ репортаж хатĕрлеме пултармалла. Çав вăхăтрах вĕсем хăйсемех сăн ÿкерттереççĕ, корректура вулаççĕ.., кирлĕ пулсан ĕне пăрулаттарма та хыпаланса çитеççĕ. Çапла-çапла, пирĕн çакăн пек пăтăрмах пĕрре мар пулнă. «Пăлăшăр-ха, ĕне пăрулаймасть!» – тесе шăнкăравлать вулакан – Патăрьел  тăрхĕнчен те, Муркашран та… Алексей Хундемиров веттухтăрсăр пуçне хаçатăн экспертсем темĕн чухлех: Шупашкар район прокуратурин, ШĔМĕн районти шалти ĕçсен пайĕн, налог службин, пенси фончĕн ĕçченĕсем – кирек хăш самантра кирек мĕнле ыйтупа шăнкăравласан та тивĕçлĕ хурав параççĕ.

«Тăван Ен» хаçат редакцийĕн ĕçне унăн тĕп редакторĕ Алина Сусметова чи малтанах вулакан шухăшне, вăл страницăсенче курас тенине тĕпе хурса йĕркелет. Тăван хаçат редакцийĕнче чунтан парăнса вăй хунă теçетке çул хушшинче чăн-чăн журналиста çывăх пĕтĕм паха ене ăша хывма ĕлкĕрнĕ. Профессионализмпа ăсталăх лаççин чи çирĕп условийĕсенче туптанă. Ку йыша студент чухнех кĕнĕ вăл, экономикăпа ял хуçалăх пайĕн корреспондентĕнчен яваплă секретарь, тĕп редактор çумĕ таран ÿссе ертÿçе çитнĕ. Тен, çавăнпах пулĕ корреспондентсем  тÿрре тухма хăтланса каланă пĕр сăмаха та йышăнмасть, материалсене шелсĕр чĕрет: «Чи малтан халăхшăн усăллă пулмалла!». Журналистика ани çинче пĕрремĕш утăмсене тăвакансен унран вĕренмелли чăннипех те нумай: Чăваш Ен Пуçлăхĕн виçĕ хут стипендиачĕ (сăмах май ку наградăна тивĕçнисем коллективра тата иккĕн: Виктория Вышинская, Людмила Лукина) Раççей журналистсен союзĕн членĕ… Республика ведомствисен тав хучĕсемпе грамотисем те шутне тахçанах çухатнă, анчах ку, унăн шухăшĕпе, ĕç пахалăхне кăтартмалли критери мар. «Ăна чуна парса пурнăçласан кăна паха çимĕçпе савăнма май пур», – тет вăл.

Юн кун каллех акă икĕ материала пăрахăçларĕ – тивĕçтермеççĕ.

Кам-кам та, анчах Иван Семенов водитель унăн кăмăлне тупма пĕлет. Ытти журналистсенне те. Кĕçнерни кун акă, уява хатĕрленме кĕске вăхăт юлнă-ха та, редакцин вун иккĕмĕш модельлĕ «Жигулийĕпе» Кÿкеçрен Шупашкара (вулакан пĕлмест пулсан унăн тĕп хулара та хăйĕн офисĕ пур), Шупашкартан Кÿкеçе вĕçтерсе çÿрерĕ кăна – «гаишниксем» çывăха ан пыччăр.

Çăкăр пичĕ кăмакаран килет теççĕ, «Тăван Ен» хаçат сăнĕ вара унăн дизайнерĕн Марина Ивановăн «ылтăн аллинчен». Редактор пичете алă пуснă хыççăн вун ултă страницăллă черетлĕ кăларăм Интернет пулăшăвĕпе типографие çитет, унта пичетленĕ хыççăн ир-ирех – сирĕн киле. Акă паян эсир унăн уяв номерне алăра тытатăр: районта тĕрлĕ халăх çынни туслă пурăннине тĕпе хурса чăвашла та вăл, вырăсла та, тĕслĕ, çутă, чĕрĕ, пирĕн хыпарçă-кăвакарчăнсем çĕкленнĕ кăвак пĕлĕт пекех таса та янкăр…

Татьяна Майорова

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости