Кÿкеçри «Пÿрнеске» ача садĕнчи «Шăнкăрав» ушкăнра хитре лĕпĕш ÿкерсе кăтартас енĕпе уçă заняти ирттернĕ. Лĕпĕше монотипи мелĕпе е сăрăпа хут çинче йĕр туса ÿкернĕ.
Ачасем патне илемлĕ лĕпĕш «вĕçсе килнĕ», вĕсемпе мăшăр тупмалли вăйă вылянă. Шăпăрлансем лĕпĕш пулса тăрса, улăхра чечек çинчен чечек çине вĕçнĕ, юмах илтенĕ. Юмахри лĕпĕшсем шурă пулнă, тĕрлĕ тĕслĕ тум тăхăнма ĕмĕтленнĕ. Ачасем вĕсене хаваспах пулăшнă, питĕ хитре, куçа илĕртекен ÿкерчĕксем тума пултарнă, хăйсем ăсталăхĕшĕн хĕпĕртенĕ
Хыпар-хăнар
