СОЦИАЛЛĂ КОНТРАКТ
Ҫак кунсенче округри ведомствăсен комиссийӗн ларӑвӗнче социаллӑ контракт ҫырса патшалӑх пулӑшӑвне илме тӑратнӑ документсене пӑхса тухнӑ. 9 çын хӑйсен ӗҫне пуҫармашкӑн патшалӑх пулӑшӑвне илме шухăшланӑ. Вĕсем косметологи, илемлӗх индустрийӗнче, сӑнӳкерчӗксен ӗҫӗнче тата ытти енӗпе аталанма тӗллев тытни палӑрнӑ.
Хӑйсен ĕçне йĕркелес тĕллевлисем бизнес-планӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Округ пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов вӗсене тӗллевӗсене пурнӑҫлама ӑнӑҫу, хӑйсен вӑйне шанма, мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтерме вӑй-хал суннӑ.