канашлу
Ку эрне тĕрлĕ мероприятипе пуян. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çак самант çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ: кам, ăçта, хăçан тата мĕн тумаллине пĕлет – палăртнă ĕçсене яваплăха туйса пурнăçлама чĕнсе каларĕ.
Мероприятисен списокĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова паллаштарчĕ. Правительствăн округсенчи кунĕсемпе Пĕрлехи информаци кунĕнчен пуçласа влаç органĕсен ĕçченĕсен Спартакиадин программинчи йĕлтĕр эстафети таран – пĕтĕмпех асăнма та Юлия Викторовнăна самай вăхăт кирлĕ пулчĕ. Çавăнпа ĕнтĕ Олег Николаев пурне те тимлĕ пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ. «Кăтартусен экономики» наци проектне пурнăçласси çак эрне теми пулнă май ун пирки те каларĕ: ку Цифра аталанăвĕн министерствин ĕçĕ кăна мар – пурин те хутшăнмалла, унсăрăн регион цифра трансформацийĕн çулĕпе ăнăçлă утасси иккĕленÿллĕ.
Çурт-йĕре хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле пынипе строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов паллаштарчĕ. Ку кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра ытти чухнехинчен иртерех пуçланă темелле – социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнчех ăшă пама тытăннă. Резерв топливин – мазутăн, çĕр кăмрăкĕн – саппасне нормăпа килĕшÿллĕн хатĕрленĕ. Тивĕçлĕ тытăмсем ятарлă бригадăсем йĕркеленĕ – ресурссемпе тивĕçтересси чăхăмланă тĕслĕхсенче юсав ĕçĕсене пуçăнмашкăн вĕсем яланах хатĕр.
Хĕл кунĕнче ăшă çуккипе çырлахма юрамасть
