Центр уçăлчĕ

Çак эрнере Раççей сывлăх сыхлав министрĕ Вероника Скворцова Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа иртнĕ тĕл пулу хыççăн вăл тĕп хулари сиплев учрежденийĕсене уçма хутшăннă.

Алькеш поселокĕнчи Болгарстрой урамĕнчи 11-мĕш çуртра 1-мĕш хула клиника больницин 2-мĕш пĕтĕмĕшле тухтăр практикин уйрăмĕ тата Шупашкарти 3-мĕш ача-пăча больницин ачасен поликлиники ĕçлеме пуçларĕç. «Микрорайонта пурăнакансем малашне инçе каймасăр тата вăхăтра пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултарĕç, – тенĕ Михаил Игнатьев уява уçнă май. – Çынсем ыйтнипе çак çурта туянса юсарăмăр, хальхи йышши медицина оборудованийĕпе тивĕçтертĕмĕр. Федераци министерствинче пирĕн пĕр ыйтăва та тимлĕхсĕр хăвармаççĕ».

Федераци министрĕ Чăваш Енре медицина вăйлă аталаннине, хăш-пĕр кăтартупа вара çĕршывра малтисен йышĕнче пулнине палăртнă: «Вăрăм ĕмĕрлĕ çынсем йышланса пыраççĕ, пĕчĕк ачасем сахалрах вилеççĕ. Ку енĕпе регион Европа çĕршывĕсемпе тата Японипе танлашма пултарать», – тенĕ вăл.

Чăваш Енре çитмĕл ытла çулта онкологи служби аталанса çирĕпленчĕ. Хальхи вăхăтра республикăри диспансер пысăк квалификациллĕ онкологи пулăшăвĕ паракан сиплев учрежденийĕ. Министр хутшăннипех çак эрнерех унăн ултă хутлă хирурги корпусĕ уçăлнă. Федераци программине хутшăнни çак учрежденине хута яма 363 миллион ытла тенкĕ кÿнĕ. Операци пÿлĕмĕсене видеохатĕрсем вырнаçтарнă. Вĕсем пулăшнипе Н.Н. Блохин ячĕллĕ Раççей онкологи ăслăлăх центрĕн специалисчĕсемпе çыхăнса йывăр чирлĕ пациентсем канаш илме, çавăн пекех хирурги енĕпе ăсталăх класĕсемпе вĕрентÿ проекчĕсене йĕркелеме май килĕ. Вероника Игоревна Чăваш Енри онкологи службин специалисчĕсен ĕçне те пысăк хак панă: «Шыçă чирĕсене тупса палăртасси 20% ытла лайăхланнă, малтанхи тапхăрта тупса сиплесси 53-54 процент ÿснĕ. 2018 çул тĕлнелле тĕрлĕ шыçă чирĕсемпе кĕрешме таргет терапине ĕçе кĕртесшĕн, ядерлă медицина аталанăвне çул парасшăн». Министр çĕршывра çак тĕллевпе икĕ-виçĕ площадка кирлине палăртнă. Чăваш Енĕн вĕсенчен пĕрне йышăнма майсем çителĕклĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе иртнĕ кунсенче Чăваш Республикине реанимобиль килнĕ. ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова çитес вăхăтра тата 12 автомобиль килессине пĕлтернĕ. Пĕрремĕш васкавлă пулăшу машинин уççине федераци министрĕ Вероника Скворцова водителе парнеленĕ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости