Цитата

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

– Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери «Продэкспо – 2025» курава хутшăнать. Ку вăл питĕ анлă мероприяти: 36 çĕршыври 1835 компани хăйсен продукцийĕпе паллаштарать.

Кăçал унта пирĕн регионти 10 предприятин экспозицине курма май пур. Вĕсем тĕнче шайĕнче хăйсене кăтартнисĕр пуçне, бизнес-партнерсем тупма, экспорт çыхăнăвĕсене вăйлатма пултарĕç. Курав хăнисем Чăваш Енре туса кăларнă тавара туяннисĕр пуçне чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, пирĕн республикăри производствăри çĕнĕлĕхсемпе паллашĕç.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости