Чанкассин тава тивĕçлĕ ывăлĕ

КĂМĂЛ

Манăн «Тăван Ен» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, виçĕ пайран тăракан «Чун-чĕререн», 2023-мĕш çулта пичетленсе тухнă «Истори тĕпренчĕкĕсем» кĕнекесен авторĕ Михаил Иванович Карпов çинчен каласа парас килет. Вăл пирĕнтен 2024-мĕш çулхи декабрĕн 9-мĕшĕнче яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Хаçатăн аслă ăрури тусĕсем пирĕн хушăра майĕпен сахаллансах пыни чуна хурлантарать, паллах. Мĕн тăвăн? Пурнăçăн хăйĕн йĕрки…
М.И. Карпов 1939-мĕш çулхи июнĕн 17-мĕшĕнче Ишлей районĕнчи Чанкасси ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ, Иван Степанович, колхозра бригадирта ĕçленĕ, вăрçă пуçланнă хыççăн икĕ уйăхран çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Наçтаç арăмĕ тăватă ачапа тăрса юлнă. Октябрь уйăхĕнче çемьере тепĕр арçын ача çуралать. Мĕнле йывăр пулнă ĕнтĕ хĕрарăма ачасене пĕччен ӳстерме?…
1946-мĕш çулта Миша Шуркассинчи пуçламăш шкулта вĕренме тытăнать. Кайран Ишекри вăтам шкулта малалла ăс пухать. 1956-мĕш çулта ăна ăнăçлă пĕтерет те Сĕнтĕрвăрри хулинчи строительство техникумне вĕренме кĕрет. Студент чухне çамрăксемпе Казахстанри çĕнĕ çĕрсем уçнă вырăнта та ĕçлесе курать. Иван Борискин ертсе пыракан отряд йĕтем çинче тулă сортланă çĕрте тăрăшнă. Çанталăк çумăрсăр тăнă, çавăнпа сентябрь пуçламăшĕнчех тырра пуçтарса кĕртме май пулнă. Михаила ĕçри пултарулăхшăн «За освоение целинных земель» медаль парса чысланă.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости