Чи-чи вăйлисен ретĕнче

Шуçăмпа уй-хире тухакансен, пахча çимĕç ÿстерессишĕн тимлекенсен, ир-ирех тăрса фермăна выльăх-чĕрлĕх пăхма васкакансен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетниех вăл – «Агро-100» клуб çĕнтерÿçисене палăртни. Кирек мĕнле ял хуçалăх предприятийĕн çитĕнĕвĕнче те унта вăй хуракан кашни çыннăн тÿпи пысăк. Çĕр ĕçченĕсем яваплăха туйса, тÿрĕ кăмăлпа вăй хурасси вара ертÿçĕрен нумай килет. Шăп Республика кунĕ тĕлне «Агро-100» клуб çĕнтерÿçисене, ял хуçалăх предприятийĕсен чи-чи маттур ертÿçисене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академи сцени çинче чысларĕç.

«Агро-100» клуб ларăвне Чăваш Республикин Министрсен кабинечĕн Председателĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитетсен ертÿçисем, ял хуçалăх сферин ветеранĕсем, çамрăк специалистсем, студентсем хутшăнчĕç.

Республикăри чи вăйлă 100 ял хуçалăх предприятийĕн рейтингне йĕркеленĕ чухне иртнĕ çулхи экономика кăтартăвĕсене шута илеççĕ. Çав шутра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе епле усă курнине, таса тупăш виçине, 100 гектар пуçне туса илнĕ продукци калăпăшне тата ыттине те. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсемпе чи вăйлă 3 предприяти шутне – Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе тата «Авангард» ОАО-н Çĕрпÿри «Цивильский бекон» филиалĕпе пĕрле районти «Сувар-2» суту-илÿ предприятийĕ те кĕчĕ. Çавăн пекех чи вăйлă 10 ял хуçалăх предприятийĕн шутĕнче – район территорийĕнчи «Атлашевский» СХК (4-мĕш вырăн), «Агрофирма «Ольдеевская» ЗАО (5-мĕш), «Чурачикское» ОАО (7-мĕш), «Агрохолдинг «Юрма» ООО (9-мĕш). Малти пĕрремĕш теçеткене кĕнисемсĕр пуçне «Смак-Агро» ООО пĕлтĕрхи 17-мĕш вырăнтан 15-мĕшне хăпарнă, «Прогресс» ЗАО вара пушшех аялалла чакнă – 22-мĕш кăна, пĕлтĕр 7-мĕш пулнă. Ленин ячĕллĕ СХПК 21-мĕшĕнчен 17-мĕш вырăна çитнĕ, «Приволжский» АО-н улшăну çук – 2016 тата 2017 çулсен рейтингĕнче 25-мĕш. «Агрофирма «Атлашевская» ООО кăçалхи рейтингра – 32-мĕш.

Деомид Васильев

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости