Шупашкар тăрăхĕнчи Шоркка ялĕнче пурăнакан Николай Платонов – паллă таврапĕлÿçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей Федерацийĕн писательсен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Çавăн пекех вăл «Туслăх» фольклор ансамблĕнче юрлать, «Тăван Ен» хаçатăн тусĕ вулакансене тĕрлĕ хыпар пĕлтерсех тăрать. Хальхинче Николай Алексеевич редакцие Геннадий Спиридоновпа пĕрле килчĕ.
– Геннадий Аркадьевич манăн вĕрентекен, – пуçларĕ калаçăва Николай Алексеевич. – 1983 çулта университетра строительство факультетĕнчен вĕренсе тухсан мана направленипе Лапсара стройкăна ĕçлеме ячĕç. Геннадий унта профсоюз комитечĕн председателĕччĕ. Çивĕчскер, чупса кăна çÿретчĕ. Вăл мана ĕçлеме те, çынсемпе хутшăнма та вĕрентсе пычĕ. Кайран мана «Стройкерамикăна» илсе кайрĕç. Пĕрер çул иртсен Геннадий Аркадьевич ман пата пычĕ те: «Эсĕ спортсмен, атя каратепе занятисем ирттерме пуçлатпăр, эпĕ тренер», – терĕ, пĕрремĕш техника училищине пыма чĕнчĕ. Чăнах та, эпĕ футболла выляма питĕ юрататтăм тата самбопа кăсăкланаттăм. Анчах та карате пачах урăхла-çке-ха. Кинора курнисĕр пуçне ун çинчен нимех те пĕлмен. Спорт залне кĕрсен тĕлĕнтĕм: унта лăк тулли халăх, пурте шурă кимоносемпе чупаççĕ. Геннадий Аркадьевич унта производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче ĕçлеме пуçланă иккен. Хайхискер, çÿреме пуçларăм Геннадий Аркадьевич патне. Вăл питĕ çирĕп ыйтакан тренерччĕ. Мана кунти йĕрке питĕ килĕшрĕ, эпир пĕр пек чунлă, пĕрешкел кăмăллă çынсем пулнине туйса илтĕм.
– Геннадий Аркадьевч, мĕнле пырса тухнă эсир спортăн çак тĕсĕ патне?
– Эпĕ Çĕрпÿ районĕнчи Вĕрмер ятлă пĕчĕк ялта çуралса ÿснĕ. Пĕчĕк чухнех спорт енне туртăнаттăм. Пахча хыçĕнче пĕве пурччĕ. Хĕлле çавăнта хоккей лаптăкĕ туса выляттăмăрччĕ. Вăрманта кукăр патаксем тупса клюшка тăваттăмăрччĕ. Ял ачисем йышлăн пуçтрăнатчĕç, эпĕ командир пулнă. Пăра черетпе тасатса, шыв сапса шăнтса тăраттăмăрччĕ. Çавăнтан пуçланса кайрĕ манăн спортпа çывăх туслашасси. Ун хыççăн çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси хутшăнчĕ. Шкула Вăрăмçут ялне çÿреттĕмĕр. Ун чухне ялта та, шкулта та спорт залĕ пулман. Анчах та пирĕншĕн, ял ачисемшĕн, пĕтĕм тавралăх, çут çанталăк тем пысăкăш спорт лаптăкне çаврăннă.
Вунă класс хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кайрăм, унта вара бокспа туслашрăм. Техникум хыççăн çар хĕсметне Красноярск тăрăхне илсе кайрĕç. Спорт ротине куçарнă хыççăн чуна парсах пурнăçа хусканупа çыхăнтартăм.
Геннадий Аркадьевичăн чунĕ спорт еннеллех туртăннă, анчах та командировкăсене тăтăшах çÿрени чăрмав кÿнĕ. Шăпах çав вăхăтра ăна 12-мĕш училищĕне ĕçлеме чĕннĕ. Унта пысăк спорт залĕ пуррине шута илсе Геннадий Аркадьевич килĕшнĕ, 9 çул çамрăксене башня кранĕпе ĕçлеме вĕрентнĕ. Çав тапхăрта вăл хăй тĕллĕн карате енĕпе ăсталăхне туптама тытăннă.
– Карате ытахаль спорт енĕ мар, вăл – хăйне евĕр илемлĕ пултарулăх, – тăсрĕ малалла хăйĕн сăмахне Геннадий Спиридонов. – Унта 50 ката таран ас туса юлмалла, вĕсен йĕркине пĕлмелле, усă курмалла. Çакă мана питĕ илĕртрĕ, кăсăклантарчĕ. Анчах ăçта каймалла, камран вĕренмелле? Вара тĕнче шайĕнчи пысăк учитель, медицина профессорĕ Илья Йоргăпа çыхăнтăм. Вăл Раççей спортсменĕсене Тула хулине килсе вĕрентрĕ. Тĕлĕнмелле чаплă уроксем пулчĕç маншăн. Илья Йорга пире кĕлеткене, ал-урана сиен кÿмесĕр, амантмасăр кĕрешме вĕрентетчĕ. Унта эпĕ сертификат илтĕм, «хура пиçихиллĕ» пултăм. Вара Шупашкарта секци уçрăм, çамрăксене вĕрентме тытăнтăм. Хам та паян та вĕренме чарăнмастăп, ăсталăха туптасах тăратăп.
Каратене чунтан парăннăран, ăна республикăра аталантарма тăрăшнăран Геннадий Аркадьевич ытларах спорт залĕ пур вырăнсенче ĕçлеме тăрăшнă, талăкра икĕ-виçĕ тренировка ирттернĕ. Шупашкарта Кĕрешÿ ăсталăхĕн федерацине уçсан ăна вице-президента суйланă. Çирĕм çула яхăн вăй хунă унта Геннадий Спиридонов, кайран тепĕр федерацине куçнă. Вăл вĕрентекен ачасем ăмăртусенче пĕрремĕш, иккĕмĕш вырăнсем йышăннă. Çамрăк спортсменсем хăйсем те, ашшĕ-амăшĕ те çакăншăн савăннă, спорт залĕсене халăх лăк тулли пухăннă. Анчах та çĕршывра кăшăллă вирус алхаснă тапхăрта самана та улшăнчĕ, спорт залĕсем вăхăтлăха хупăннă хыççăн ĕçе çĕнĕрен йĕркелесе ярас тĕлĕшпе чăрмавсем сиксе тухнă. Çавна май Геннадий Аркадьевич хăйĕн килĕнче спорт залĕ туса хунă. «Никамран та ыйтса тăмалла мар, кирек хăш вăхăтра та спорт тусĕсем валли алăк уçă», – тет 70 çулти тренер.
– Спорта мĕн ачаран явăçтарас пулать, – хутшăнчĕ калаçăва Николай Платонов. – Мĕншĕн тесен çав вăхăтри асра çирĕпленсе юлать. Эпĕ хам та карате секцине ертсе пыратăп. Виççĕмĕш-тăваттăмĕш классенче ача спорт залне çÿреме пуçламарĕ пулсан кайран вĕсене явăçтарма питĕ йывăр. Чи малтанах ачасене ашшĕ-амăшĕн ертсе пырса çул кăтартмалла. Карате, «ката» тени – çынна тĕкĕнмесĕр, перĕнмесĕр тапăнмалли тата хÿтĕленмелли мел. Пĕрне-пĕри хисеплени, йĕркене пăхăнни хуçаланать кунта. Ку спорт енĕ çеç мар, хăйне евĕр шухăшлав, тĕнчекурăм, философи.
…Çак икĕ тренер та çирĕп кĕлеткеллĕ, тăн-тăн çан-çурăмлă, çивĕч те вăр-вар, çиçсе тăракан сăн-питлĕ. Геннадий Аркадьевич кăçалхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче 75 çула кайнă, Николай Алексеевич вара чÿк уйăхĕнче 70 тултарать. Хăйсем каланă тăрăх, вĕсем чăннипех те телейлĕ. Çак туйăмпа пурăнма вара вĕсене каратепе туслă пулни те самаях пулăшать.
Роза ДЕМЕНЦОВА калаçнă