Чун ыйтнипе

ÇАР

 

Шупашкар муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов ятарлă çар операцине хутшăнакан, кĕске вăхăтлăха тăван кĕтесе отпуска килнĕ командирпа Иванпа тĕл пулнă.

Иван ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах контракт çырса Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне тăнă. Çакна такам хистенипе мар, чун ыйтнипе, хăйĕн ирĕкĕпе тунă. Иван çар пурнăçĕ, хăйĕн çинчен каласа кăтартнă.

«Пирĕн çĕр чăн-чăн арçынсене ÿстернине черетлĕ хут курса ĕненетĕп, – тет Владимир Михайлов. – Ивана çар тивĕçне чунтан парăнса пурнăçланишĕн, патриот пулнишĕн, Тăван çĕршыва юратнишĕн  тав турăм. Пирĕн боецсем хăюллăн çапăçаççĕ. Утăм хыççăн утăм малалла каяççĕ. Эпир вĕсемпе кашнинпех мăнаçланатпăр!»

 

Марина МИХАЙЛОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости