Ветеринар çулталăкран иртнĕ йытта чумаран укол тумаллине каларĕ, çакă кирлех-и?
Клавдия СОФРОНОВА, Алькеш
Алексей ХУНДИМИРОВ, ветврач (выльăх тухтăрĕ):
– Йытă çурине-и, аслăрах йытта-и – чи малтанах урнă чиртен укол тумалла. Чумаран та сыхланмаллах. Йытта укол тăвиччен чи малтан пыйтăран тасатмалла, шĕвĕрĕлченрен сыватмалла. Çакăн хыççăн 10 кун иртсен кăна вакцинăпа усă курма юрать. Йытă çурине укол тăвиччен çакна ас тумалла: вăл 10 эрнерен çамрăкрах пулмалла мар. Чумаран хăйне уйрăм вакцина та пур, çав вăхăтрах комплекслă вакцина – урнă чиртен, чумаран, аденовируслă тата паравируслă инфекцисенчен тата ытти чиртен сыхлаканни те. Вĕсенчен пĕри – «Мультикан 8» эмел. Ветеринар аптекисенче ытти препарат та çук мар.