ВĔРЕНТŸ
Шупашкарти 64-мӗш шкул лапамӗнче Республикăри ашшӗ-амӑшӗн пуҫарулӑхӗн фестивалӗ иртнӗ. Унта шкулсенчи ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсен председателӗсем, директорăн воспитани тата регионти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенчи ачасен общество пӗрлешӗвӗсемпе ӗҫлекен канашҫисем хутшӑннӑ.
– Шкул пурнӑҫӗнче, вӗрентӳ организацийӗсенче ҫӗнӗ тапхӑр пуçланать – ашшӗ-амӑшне вĕрентÿ ĕçне хастаррӑн явӑҫма май паратпӑр. Аслисенчен кашниех харпӑр хӑйӗн ачине пур енлӗн аталантарассишӗн тӑрӑшать. Воспитани енĕпе ашшӗ-амӑшӗн тӗслӗхӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. «Эпĕ мӗн тӑватӑп – ҫавӑн пек ту» тесе калани усӑллӑрах та ӑнӑҫлӑрах, витĕмлĕрех, чи кирли – вӑл нумайлӑха пырать. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшне шкул пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ явӑҫтарни савӑнтарать. Шкул пурнӑҫне хастаррӑн хутшӑнса пӗрлехи проектсене пурнӑҫа кӗртни, чи малтанах, урок тулашӗнчи ӗҫ-хӗл енӗпе пулӑшать. Ҫакӑ стандарта кӗртнӗ программӑсемпе килӗшӳллӗн ачасен вӗренӗвне, ҫан-ҫурӑм аталанӑвне, пултарулӑхне аталантарассине хушма мелсем кӗртме май парать, – палӑртнӑ пухăннисене саламланă май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Асӑннӑ фестивальте ашшӗ-амӑшӗн пӗрлешӗвӗсен умĕнче «Пӗлӳ» Раҫҫей обществин лекторӗсем тухса калаҫнӑ. Альберт Ильин «Ҫамрӑк ӑрушӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан хальхи йышши витӗмсене хирӗҫлесси» темӑна хускатнӑ. Дмитрий Шепелев укҫа-тенкӗ ултавҫисенчен ачасене мĕнле хӳтӗлесси пирки калаçнă.
Ашшӗ-амӑшӗн пуҫарулӑхӗсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ ҫинчен «Пӗлӳ» Раҫҫей обществин проекчӗн ертӳҫи Наталия Макарова каласа панӑ. Эксперт проектсен малашлӑхне хакланӑ, грант валли заявкӑсем тӑратнӑ чухне йӑнӑшсем ярассинчен асăрхаттарнă.
Аса илтеретпĕр, «Пӗлӳ» Раҫҫей обществи ашшӗ-амӑшӗн пӗрлешӗвӗсен пуҫарӑвӗсем валли конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне хутшӑнма заявкӑсем йышӑнма пуҫланӑ. 2025 ҫулта ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсене 4 хут ытларах тĕревлеме палăртнă. Вӗсен пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртме 700 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Заявкӑсене пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗччен Знание.Родители сайтра тӑратмалла.
Иккӗмӗш тапхӑр вӑхӑтӗнче конкурсӑн тӗп енӗсем улшӑнмаҫҫӗ, анчах та вӗсен вӑхӑчӗ ӳсет. Ҫапла майпа заявкӑсене икӗ уйӑх ҫурӑ йышӑнӗҫ, вӑл кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленет.
Унсӑр пуҫне «Пӗлӳ» Раҫҫей обществи ҫӗршывӑн кашни регионӗнчи ашшӗ-амӑшӗ валли проектсем тата смета туса хатӗрлес енӗпе вӗрентӳ семинарӗсем ирттерет. Пӗлӳ.Академи платформа ҫинче хальхи вӑхӑтра та онлайн-курссемпе усӑ курма май пур.
Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче пирӗн республикӑри ашшӗ-амӑшӗн шкул комитечӗсен 4 проекчӗ грант ҫӗнсе илнӗ: Шупашкарти 3-мӗш лицей, 41-мӗш, Ҫӗмӗрле хулинчи 1-мĕш тата Муркашри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкулсем.
Конкурсӑн тепӗр тапхӑрӗнче тематика улшӑнмасть. Вӗсемпе килӗшӳллӗн ашшӗ-амӑшӗн комитечӗсен граждан, патриотизм, ӗҫ, экологи тата ытти темӑна ҫутатса проектсем хатӗрлемелле.
2025 ҫулта конкурсра 800-е яхӑн шкул ҫӗнтерме пултарать. Вӗсене валли пулăшу фондне виҫӗ категорие уйӑрнӑ: 500 пин тенке ҫитиччен, 1 млн тенкӗ таран тата 2 млн тенке ҫитиччен.