Чӑваш Енре 17-мӗш хутчен регионсен хушшинчи «Ҫӗр улми» курав иртет

КУРАВ
Асӑннӑ мероприяти пуш уйӑхӗн 5-6-мӗшӗсенче Шупашкарти регионсем хушшинчи суту-илӳ тата курав центрӗнче (МТВ центрта) иртмелле. Унта ҫӗршыври 18 регионтан 70 ытла компани хутшӑнасса кӗтеҫҫӗ.
Программа пуян: унта ҫӗр улми рынокӗ тата унӑн аталанӑвӗ, ҫитӗнӳсемпе технологисем ҫинчен «ҫавра сӗтелсем», ӑсталӑх класĕсем, ял хуҫалӑх техникисен куравне йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗр улмин вӑрлӑхне туянма май пулӗ. Аграрисем ҫакна валли «иккӗмӗш ҫӑкӑрӑн» 10 сортне 50 тонна хатӗрленӗ.

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости