Республикăра культура тытăмĕ еплерех аталаннине, пысăк проектсене сÿтсе явнă.
Олег Николаев кăçал СССР летчик-космонавчĕн Андриян Николаевăн Шуршăлти Асăну комплексне тĕпрен юсама пуçласси çинчен пĕлтернĕ. Строительство ĕçĕсене вĕçлесен ăна çăлтăрсемпе планетăсене тĕпчеме май паракан çĕнĕ технологисемпе тивĕçтерсе 2027 çулта хута ямалла. Çĕнетнĕ комплексра Регионсен хушшинчи музейсен вĕрентÿ центрĕ туса хума палăртаççĕ.
Республикăра çавăн пекех музейсемпе вĕренÿ заведенийĕсене, ачасен ÿнер шкулĕсене çĕнетес ĕçе малалла тăсмалла. Чи малтанах Анатолий Тогаев композитор пурăннă çурта, Шупашкарти музыка училищин вĕренÿ корпусĕпе общежитине, Патăрьелти ачасен ÿнер шкулне юсама тытăнасшăн.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей культура министрĕпе Ольга Любимовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
