«Чĕрĕ юлма пÿрнĕ»

Манăн атте, Николай Христофорович Христофоров, 1921 çулхи майăн 10-мĕшĕнче Туçикасси ялĕнче çуралнă. Вăл Апашри вăтам шкулта 7 класс пĕтернĕ, колхозра ĕçленĕ.

Хаяр вăрçă тухсан 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче салтак атти тăхăннă, 1944 çулхи май уйăхĕн 6-мĕшĕччен çĕршыва тăшманран тасатас тесе çапăçнă. Вăрçăран йывăр аманса таврăннă.

Пурăннă вăхăтра унран вăрçă çинчен ыйтсан яланах калаçăва куçарса яма тăрăшатчĕ, аса илме юратмастчĕ. «Кам вăрçă нушине чăннипех тÿснĕ, вăл ăна лăпкăн аса илеймĕ, мана та питĕ йывăр çав вăхăта таврăнма. Тавах турра, мана чĕрĕ юлма пÿрнĕ. Эпир çемьерен фашиста хирĕç çапăçма улттăн тухса кайнă, пĕрин, Иванăн, пурнăçĕ татăлчĕ. Ыттисем аманса таврăнтăмăр», – кĕскен пулнăччĕ унăн аса илĕвĕ.

Хам умма тĕллев лартрăм – унăн вăрçă çулĕпе паллашмалла. Интернетра шыраса çакна пĕлтĕм: Шупашкар район военкомачĕ аттене 1941 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çара илсе кайнă. Телефониста вĕреннĕ хыççăн вăл 1942 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнчен Волхов фрончĕн стрелоксен 285-мĕш дивизине кĕрекен стрелоксен 1013-мĕш полкĕн 1-мĕш батальонĕнче хĕрлĕ армеец пулса çапăçма тытăнать. Унăн вăрçă çулĕ Хусан, Чулхула, Кострома, Рыбинск, Кириши, Любань, Великий Новгород, Менюша, Медведь, Вешка, Сольцы, Сухарево хулисемпе ялĕсем витĕр выртнă. 1944 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Мшага юханшывĕ çывăхĕнчи Нижний Прихон ялĕнчен инçе мар паттăррăн çапăçнăшăн «Хастарлăхшăн» медальпе наградăланă. «Телефониста I-го стрелкового батальона красноармейца Христофорова Николая Христофоровича наградить за то, что он в бою 19.02.1944 г. проявил исключительное бесстрашие и стойкость. Под шквальным огнем противника он обеспечивал бесперебойную телефонную связь. Будучи тяжело раненым в руку, он не ушел с поле боя, пока не исправил линию: он одной рукой и зубами исправил линию и только тогда по приказу командира оставил поле боя», – тесе çырнă подразделени приказĕнче (05.03.1944 ç.).

Икĕ уйăх сипленнĕ хыççăн ăна демобилизацилеççĕ, тăван яла атте 1944 çулхи май уйăхĕнче çаврăнса çитнĕ, Тăван çĕршывăн I степень орденне тата «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 20, 30, 40, 50 çул çитнине халалланă юбилей, «СССР çар вăйĕсене 70 çул», Жуков медалĕсем те уншăн çав тери хаклă пулчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухичченех Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçлерĕ вăл, мăшăрĕпе Серафима Константиновнăпа 5 хĕрпе 1 ывăл çитĕнтерчĕç. Анчах та ачисене пĕрле ÿстерсе савăнма тÿр килмен ăна, 1969 çулта мăшăрĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлать.

Вăрçă ветеранĕ 76 çул тултарсан пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

ЕЛЕНА МАКСИМОВА, ÇĔНĔ ТРЕНККАССИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости