Ша​нă​çа çу​хат​маст​пăр

Ирт​нĕ ĕмĕр​те пур çĕр​те те сук​мак​сем е ла​ша ура​пи çу​лĕ​сем кă​на пул​нă. Пу​рă​на ​ки​ле ма​ши​на-т​рак​тор ну​май​лан​са пы​чĕ, ла​ша ви​ти​сем ва​ра па​чах çу​хал​чĕç те​мел​ле.

1961 çул​та эпĕ ас тă​вас​са ас​фальт çул Шу​паш​кар​тан пĕр çур çух​рăм кă​на тух​нăч​чĕ. 1964 çул тĕл​не Пар​хи​кас​си тĕл​не çит​ке​ле​рĕ, пу​рă​на ​ки​ле ас​фальт ра​йо​нĕ​пех са​рăл​чĕ. Чă​ваш Рес​пуб​ли​кин​че хы​тă сий​лĕ çул каш​ни ял пат​нех çит​рĕ те​сен те йă​нăш мар.
Пи​рĕн Чă​рăш​кас​си ял тă​рăх​не кĕ​ре​кен ял​се​не те хы​тă сий​лĕ çул сар​чĕç. Тă​рăн ен​чи​се​не те ас​фальт хур​са па​чĕç. «Мур​каш» ят​лă юхан шыв ур​лă Хы​рăш ялĕ тĕ​лĕн​че хăт​лă кĕ​пер ху​та кай​рĕ. Чă​рăш​кас​си ялĕ ви​тĕр ту​ха​кан ас​фальт çу​ла хыв​рĕç. Ку çул Шур​кас​си çу​мĕ​пе ирт​се Вăр​нар шос​си çи​не ту​хать. Ма​ши​нă​сем тĕ​лĕн​мел​ле хă​вăрт​лăх​па ир​теç­çĕ. Ял хуш​ши​не кĕр​сен вĕ​сен хур​çă ур​ха​ма​хĕ​се​не кăш​тах чар​мал​ла та пек, ан​чах ма​йĕ​пе​рех çÿ​ре​ме пĕл​меç­çĕ пу​лас. Урам​ра мĕн​ле хă​вăрт​лăх​па çÿ​ре​ме юра​ни​не кă​тар​та​кан пал​лă​сем çук, «​выр​та​кан по​ли​цейс​ки​сем» те çи​те​лĕк​лĕ мар. Пĕр çул​хи​не, 2013 çул​тач​чĕ пу​лас, пĕр маç­тăр уш​кăн​па кил​чĕ те тем ĕç­ле​се хă​вар​чĕ – ăн​лан​ма​рă​мăр. КАМаз при​це​пĕ тем пы​сă​кăш, 15-20 тон​на кĕ​рет пу​лĕ, тие​нĕ ас​фаль​чĕ ва​ра ячĕ​шĕн кă​на. Çи​çĕм хă​вăрт​лă​хĕ​пе ыт​кă​на​кан ма​ши​нă​се​не чар​ма са​хал​тан та 3 çĕр​те те пу​лин «​выр​та​кан по​ли​цейс​ки» кир​лĕ.
Ку ен​че 2 хут​чен ава​ри пул​чĕ. Урам хуш​шин​че проект​па тро​туар​сем пул​мал​ла пул​нă, ан​чах вĕ​сем çук. Çав çул​пах ача​сем те çÿ​реç­çĕ. Эпир, Щорс ура​мĕн​че пу​рă​на​кан​сем, çул-​йĕр тă​ва​кан ор​га​ни​за​ци​се​не «​выр​та​кан по​ли​цейс​ки​сем» хур​са па​ма тар​хас​ла​сах ыйт​ма ха​тĕр. Ун пир​ки ра​йон​та та, çул-​йĕр ра​бо​чи​йĕ​сем​пе те сă​мах​ла​нă. Ман шут​па, «​выр​та​кан по​ли​цейс​ки​сен» çÿл​лĕ​рех пул​мал​ла – 7 сан​ти​метр​ли​сем мар. «Выр​та​кан по​ли​цейс​ки​сем» ту​нă чух​не ас​фаль​та 3 м тăрш​шĕ са​раç­çĕ, пи​тĕ сая яраç­çĕ, 2 метр тăрш​шĕ хур​сан та çи​те​лĕк​лĕ. Ун чух​не çÿл​лĕш​не 10 см та​ран хă​парт​ма май пу​лĕч​чĕ. Во​ди​тель​сем хăй​сен кĕсье те​ле​фо​нĕ​пе ка​лаç­нă ху​шă​рах хă​вăрт​лă​ха ча​кар​ма​сă​рах, ча​рăн​са тă​ма​сă​рах ун ур​лă каç­са каяç­çĕ — те пур çак чăр​мав, те çук.
Э​пир пи​рĕн пат​ри çул​се​не йĕр​ке​не кĕр​тес​се, ыйт​ни​не шу​та илес​се кĕ​тет​пĕр, ша​нă​çа çу​хат​маст​пăр.
ВА​ЛЕН​ТИН СИ​НЕЛЬ​НИ​КОВ, ЧĂ​РĂШ​КАС​СИ ЯЛ СТА​РОС​ТИ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости