ПРАВИТЕЛЬСТВĂРА
Социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсен теми ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муници-
палитетсен ертÿçисемпе тунтикун пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил
Ноздряков ертсе пынипе иртнĕĂ канашлăвăн кун йĕркинчи тĕп ыйту пулчĕ.
Малтанах республика Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служба тата протокол управленийĕн пуçлăхĕ Юлия Стройкова йăлана кĕнĕ йĕркепе ку эрнери мероприятисем çинчен пĕлтерчĕ. Пысăккисен шутĕнче – Етĕрне округĕнче эрнекун иртмелли Правительство кунĕ.
Хаксен ыйтăвĕпе вара виçĕ вице-премьер доклад турĕ. Малтанах экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов сăмах илчĕ. Ку ыйту нумайăшне пăшăрхантарнине палăртнă май вăл кăрлачра инфляци тата 1,5% хушăнни çинчен каларĕ – Раççейри вăтам шайран 0,4% пысăкрах. Çакна чи малтан апат-çимĕç хакĕсем пысăкланни сăлтавлать. Тата – производство тăкакĕсем, топливо хакĕсем хушăнни, логистика хакланни… Производительсем хăйсен продукцийĕн хакĕсене Раççейри вăтам шая çитерме ăнтăлни те сисĕнет. Ку çав шутра купăста, çĕр улми, сухан, хĕрлĕ кăшман хакĕсене те пырса тивет. Пахча çимĕç хакланни, министр шучĕпе, вăхăтлăх – управ тапхăрĕнче хаксем яланах хăпараççĕ.
Çапах – ырри те çук мар: кăрлачра сыр, макарон изделийĕсем, çăкăр-булка, çăмарта, хăйма, тăвар, çăнăх, хăш-пĕр ытти тавар кăшт йÿнелнĕ. Тĕтĕмленĕ кăлпасси, пан улми Чăваш Енре Атăл тăрăхĕнче чи йÿннисем-мĕн. Апат-çимĕç саппасĕсем республикăра çителĕклĕ – куншăн пăшăрханма кирлĕ мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене илес тĕк – министерство ирттерекен мониторинг А-92 бензин хакĕпе Чăваш Ен Атăлçи округĕнче – 5-мĕш, Раççейре 12-мĕш вырăнсенче пулнине кăтартнă. Дизтопливо енĕпе те ĕç-пуç çапларах: округра – 3-мĕш, çĕршывра – 13-мĕш вырăнсенче.
Экономикăшăн яваплă министр хăйĕн докладне кăрлач кăтартăвĕсем çинче кăна никĕслени Михаил Ноздрякова тивĕçтермерĕ, çавна май ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕç-пуçа темиçе çулхи лару-тăрăва тĕпе хурса тишкерни туллирех те, интереслĕрех те пулчĕ. Сергей Геннадьевич палăртнă тăрăх, апатçимĕç хакĕсем, чăнах та, палăрмаллах хăпарнă. Услам çу хакĕ, сăмахран, пĕлтĕр 36,2% «ÿт хушнă» – «чи нумай хакланнă çимĕç». Аш çурма фабрикачĕсем 28% ытла хакланнă. Списока вăрăм тăсма пулать – çакна лавккана çÿрекен кашни çын çирĕплетĕ. Çав вăхăтрах çăкăр, çăнăх хакĕсемшĕн тăнăçлăх кăтартуллă. Паллах, вĕсене пĕр шайра тытса тăрасси пĕртте ансат мар. Республика çăкăр пĕçермелли çăнăхăн пысăк пайне ютран кÿнине шута илсен – пушшех. Çăкăр завочĕсен те аталанмалла, анчах хăйсен продукцийĕ хакланасран сыхланса вĕсен тупăшлăх шайне питĕ пĕчĕк шайра тытма тивет.
Сĕт рынокĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Раççейре пурăнакансем сĕт, унран хатĕрленĕ юр-вар çиесси пĕлтĕр татах хушăннă – çын пуçне 250 килограмм тивет. Раççейре паян производство калăпăшĕ 38 миллион тоннăпа танлашать – çакă та çителĕксĕр, кăçал тата хушăнмалла. Чăваш Енĕн сĕт суса илессин кăтартăвĕ – 500 пин тонна, 321 пин тоннине вырăнта тирпейлетпĕр. Сĕтĕн кашни çĕр гектар çĕр пуçне тивекен калăпăшĕпе республика Атăлçи округĕнче 2-мĕш вырăнта. Сĕте тирпейлемелли хăватсем 446 пин тоннăпа танлашаççĕ. Кăçал татах проектсем хута каймалла. Çĕршывра чĕрĕ сĕт дефицичĕ куçкĕрет палăрать. Министр сĕт производителĕсене патшалăх енчен пулăшни, агромаркет уçни, ытти мера хаксене çăварлăхламашкăн пулăшасса шанать.
Ĕне ашĕ тĕлĕшпе те ĕç-пуç çăмăл тееймĕн. Халăх ăна туянасси ÿсни палăрать. Шкулсенче, ытти çĕрте вĕри апат хатĕрлеме шăпах çак ашпа усă курмалли требовани витĕмĕ те палăрать. Ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатма та патшалăх субсидийĕсем пулăшас шанăç пур. Хуçалăхсем сутнă ашăн кашни килограмĕшĕн субсиди памалли çăмăллăхпа усă курма пултараççĕ.
Чăх ашĕ тĕлĕшпе вара, министр каланă тăрăх, «интереслĕ самантсем сиксе тухаççĕ». «Мега Юрма» компани пысăк проекта хута яма хатĕрленет – 2030 çул тĕлне производствăна икĕ хут пысăклатасшăн. Халь те вăл туса илекен аш калăпăшĕ пысăк. Анчах продукци Мускаври, Мускав облаçĕнчи сеть лавккисене каять – унта экологи тĕлĕшĕнчен таса тесе сутакан аш хакĕсем 15-20% пысăкрах. Чăваш Ене вара ют регионсенчи фабрикăсен продукцийĕ килет. Транспорт хакĕ хушăнать те – витрина çинчи аш та хаклăрах пулса тухать.
Çĕр улми пирки те çавнах каламалла. Ăна Чăваш Ен хăйне кирлинчен 1,8 хут ытларах туса илет. Паха иккĕмĕш çăкăр юта нумай каять – хапăл тусах туянаççĕ. Кунта вара ытти регионтан килет – «пахалăхне илес тĕк – куççульсĕр пăхма май çук». Улма хакланни унăн хăй хаклăхĕ хăпарнипе сăлтавланнă. Темиçе çул вăл йÿнĕ пулчĕ те – хуçалăхсем тăкак тÿсесрен сыхланса унăн лаптăкĕсене палăрмаллах чакарчĕç. Халь, акă, пачах тепĕр майлă лару-тăру.
Аграрисене хаксене ÿстернĕшĕн ÿпкелеме те йывăр. Удобренисен хак ярлăкĕсем пăр шайра тăраççĕ пек-ха, çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техникăн саппас пайĕсем вĕçĕмсĕр хакланаççĕ. Çавна май кăçал ял хуçалăх производителĕсене патшалăх енчен пулăшмалли майсене анлăлатни питĕ вырăнлă, вăхăтлă. Паллах, ял продукцине сутакан ярмăрккăсем йĕркелесси çине те алă сулмĕç – унта хаксем лавккаринчен палăрмаллах пĕчĕкрех. «Каллех – кулăшла пек: пĕр вăхăт пĕчĕк лавкка-киосксене хупрăмăр, халь вара вĕсене çĕнĕрен йĕркелеме тăрăшатпăр – конкуренци пултăр», – терĕ министр. Çийĕнчен, ун шучĕпе, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене аталанма пулăшасси пысăк пĕлтерĕшлĕ: ял хуçалăх продукцийĕн пысăк пайĕ паян шăпах вĕсен тÿпи.
Эмелсен хакĕсемпе çыхăннă ыйтупа сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов сăмах илчĕ. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлисен хакĕсене патшалăх йĕркелесе пырать. Паллах, вĕсем те хакланнă. Çав вăхăтрах çăмăллăхлă категорисен тăкакĕсене патшалăх саплаштарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унашкаллисем – пин-пин çын. Республика бюджетĕнчен çакăн валли пĕлтĕр 517 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, федераци бюджетĕнчен – 454,5 миллион тенкĕ. Хаксем хăпарнине кура çăмăллăхсене индексацилесси çинчен те манман – иртнĕ çул вĕçĕнче çак тĕллевпе 160,8 миллион тенкĕ илнĕ.
Темăна пĕтĕмлетнĕ май Михаил Ноздряков хаксен ыйтăвне халăхăн тупăшĕ ÿснинчен уйрăммăн тишкерни вырăнсăррине палăртрĕ. Çавăн пекех вырăнти продукци туса илекенсене хаксене пĕр шайра тытма хавхалантармалли майсем çинчен шухăшласа пăхма сĕнчĕ. Калăпăр, ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх енчен пулăшнă чухне паян тĕпрен илсен продукци калăпăшне пăхатпăр. Тен, хаксене шута илни те вырăнлă пулĕччĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсене юсамалли кĕске вăхăтлăх программăна мĕнле пурнăçланипе Республикăн нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн гендиректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Новосельский паллаштарчĕ. 2014 çултанпа юсав программине 3,8 пин ытла çурта кĕртнĕ. 2024 çулхи планпа 373 çуртра 3 миллиард тенкĕлĕх ĕç пурнăçлама палăртнă. Шел те, планланине тÿрре кăларайман. Тĕп сăлтавĕсен шутĕнче Сергей Николаевич хваттерсен хуçисем çуртсене юсассине каяраха куçарма йышăннине палăртрĕ.
Кăçал 343 çурта юсамалла – 4,4 миллиард тенкĕлĕх. Çав шутра 103 çуртăн тăррине çĕнетмелле, нумайăшĕн инженери сечĕсене, лифтсене улăштармалла. Пĕлтĕр, сăмах май, 102 лифта улăштарнă, кăçалхи кăтарту чылай пысăкрах пулмалла – çакăн валли 745 миллион тенкĕ уйăраççĕ.
Хваттерсен хуçисенчен капиталлă юсавшăн укçа пухасси çав-çавах чăрмавлă – 94,5% шайĕнче. Пĕлтĕр фонд шутласа панă тÿлевсен пĕтĕмĕшле виçи 1,3 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашнă, тÿлени вара самай пĕчĕкрех – 1,2 миллиард тенкĕ ытларах. Парăмсен пĕтĕмĕшле виçи 734 миллион тенкĕрен те иртет – вунвун çурта юсамалăх. Фонд ку енĕпе нимĕн те тумасть тени вырăнсăр – нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăхăн яваплăха туйман хуçисемпе судлашать, ытти мера йышăнать.
Парăм пирки ярса панă уведомленисен шучĕ 25 пине яхăнах, анчах, куратпăр, çакă та йывăр лава вырăнтан хускатаймасть-ха. Строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Максимов капиталлă юсава пырса тивекен çĕнĕ саккун мерисем çинчен каларĕ те – çакă фонд енчĕкне пысăклатма пулăшсан тем пекехчĕ.
Николай КОНОВАЛОВ