Ылтăн пулă хушнă пек…

Çатра Марка ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлчĕ

Июлĕн 8-мĕшĕ Ишек ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çемье, юрату, шанчăклăх кунĕ пулнипе кăна мар, Çатра Марка ялĕнче çĕнĕ ФАП хута кайнипе те асра юлчĕ. Малашне ялти пĕрремĕш пулăшуçă – фельдшер – чирлисене çĕнĕ те капмар, хăтлă çуртра кĕтсе илĕ. Пĕрлехи савăнăçа пайлама ватти те, вĕтти те пычĕ.

Пĕр кунра – 2 уяв

Савăнăçлă мероприятие сумлă хăнасем – ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов, ЧР конкурентлă политикăпа тарифсен службин ертÿçи Альбина Егорова, ЧР сывлăх сыхлав министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, ЧР ачасен прависемпе уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Зоя Маслова, район больницин тĕп тухтăрĕ Владимир Дубов, Ишек ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Максимов – хутшăнчĕç.

Çатра Маркари ФАП 3 ялти – Çатра Маркасăр пуçне Кивçурт Маркари, Малтикассинчи – 400 ытла çынна пирвайхи пулăшу парса тăрĕ. Зоя Леонидовна ватăсемпе çамрăксем валли ялта пур услови те пултăр тесе юлашки 4 çулта районта 7-мĕш ФАП уçăлнине пĕлтерчĕ. Александр Степанович ялта пурăнакансемшĕн фельдшертан çывăхрах çын çуккине палăртрĕ. «ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ФАПсем ăçта кирлĕ – çавăнта пулччăр тесе каланă. Хушу пурнăçланнине лайăх куратпăр. Вĕсем хута кайни ял çыннисен пурнăçне хăтлăрах тума пулăшать», – пĕлтерчĕ вăл шухăш-кăмăлне. Альбина Егоровна медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси Чăваш Енри влаç органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине, çĕнĕ ФАПсем çĕкленни халăха кирлĕ те паха медицина пулăшăвĕ пама майсем туса панине палăртрĕ, савăнăçлă мероприятие пухăннисене сывлăхлă пулма сунчĕ.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ

Сăмаха Ĕç ветеранĕ Рина Юнусова малалла тăсрĕ. «Паянхи кун кашни çын патне савăнăç илсе килчĕ. Сывлăх çирĕп пулсан – çын пуян. Ăна упрас тесен хамăрăн та вăй хумалла, пирĕншĕн ял тăрăх администрацийĕ те, районпа республика ертÿçисем те тăрăшаççĕ. Акă кунта та илемлĕ, хăтлă, условисемпе пуян çурт хута кайрĕ. Ылтăн пулă хушнипе пулнă пек 2 уйăхра çак кермен хăпарса ларчĕ. Тĕлĕнмелле мар-и-ха?!» – пĕтĕм çыннăн кăмăлне палăртса сăмахларĕ вăл.

Çĕнĕ ФАП уçни çак тăрăхра пурăнакансен организмне çирĕплетме пулăшать, сывлăхлă ачасем çуралассине пысăк витĕм кÿрет. Халĕ çынсем чăннипех те пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илме пултараççĕ. Çатра Марка, Кивçурт Марка тата Малтикасси ялĕсенче пурăнакансен фельдшерпа тăтăшах канашласа чир-чĕртен сыхланма май ытларах пулĕ.

Хисеплени курăнать

Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Хĕрлĕ хăйăва касса сумлă хăнасем çĕнĕ ФАП алăкне яри уçса кĕчĕç. Çынсен сывлăхне тĕрĕслемешкĕн кунта темĕн те пур. 3 ял çыннисене малашне ĕçне чунтан парăннă Надежда Павлова йышăнса тăрĕ. Вăл 148 çемьене, çав шутра 48 ачана, пăхса тăрĕ. 13 çул сывлăх сыхлав сферинче тимлекенскере халăх хисеплет. Кашниех ăна ăшă сăмахсем каласа парнесем пачĕç.

Акушер пункчĕсем çĕнелнипе кам кăмăлсăр пулĕ? Пухăннă çынсем – савăнăçлă. «Парнесем туянма кашни çынран 100-шер тенкĕ пухрăмăр, никам та хирĕçлекен пулмарĕ. Фельдшера кунти халăх питĕ юратать, вăл – лайăх специалист, кашнин валли ăшă сăмах тупать», – пĕлтерчĕ Кивçурт Марка ялĕнче пурăнакан Лидия Александрова.

Сăмах май

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуçарăвĕпе ялта пурăнакансене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе Чăваш Енре 2013-2015 çулсенче 100 ФАП уçăлчĕ. Кивĕ тата эксплуатацилеме юрăхсăррисем вырăнне 2016-2018 çулсенче тепĕр 50 ФАП хута яма палăртнă.

АННА ФИЛИППОВА

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости