Эмел туянма – хулана?

Çук, çул урлă кăна каçмалла

Кÿкеçри больницăна çÿрекенсем тухтăр патĕнчен тухсан аптека умĕнче чарăнаççех. Кунта вара вĕсем тăваттă чухлех! Енчĕк хулăнăшĕ май парсан, паллах, эмеле туянаççĕ. Çав вăхăтрах пĕр хушă витрина çине пăхса тăнă хыççăн çаврăнса утакансем те çук мар. Ахăртнех, йÿнĕреххине тупасса шанаççĕ.

Мĕн шанчăклă

Чĕре чирне пула Алина Аркадьевнăн терапевт патне куллен çÿреме тивет. Çак сăлтавпах вăл II ушкăн инваличĕ. Метопролол, дигоксин, допамин… Тухтăр çырса панă анлă рецепт 12 пункт таран тăсăлать. Поселокри аптекăсенче эмелсем хаклă тени пирки сас-хурана илтсех иртнĕ хĕле ачисем вĕсене хулара туянса пама калаçса татăлнă.

Больницăра вырнаçнă аптека киоскĕсем пурте тенĕ пек хаксене пĕр шайра тытса тăраççĕ. Вируспа кĕрешме пулăшаканнисем, ÿт температурине чакараканнисем, антибиотиксем – паян кунта тăтăш ыйтакан препаратсем. Яна Кириллова садике çÿрекен кĕçĕн ывăлĕ пĕрре чирлесен 800 тенкĕрен кая мар укçа пĕтернине пĕлтерчĕ. «Инфекци е вирус кĕçĕн класра вĕренекен хĕрĕм патне те çитсен вара тăкаксем икĕ хут ÿсеççĕ», – тет вăл. Ачасене валли 20 блистерпе кăларакан анаферона больницăран тухсанах 226-230 тенкĕпе туянаççĕ, сăмсана тумлатмалли 0,05%-лă називина – 154 тенкĕпе. Сăмах май, çак эмелсен евĕр витĕмлĕ, пĕр пек хутăшлă препаратсене йÿнĕпех те туянма пулать. Анчах та фармацевтсем çакăн пек май пирки пур чухне те ăнлантармаççĕ. Вируса хирĕçле римантадин акă кунта 55-63 тенкĕ тăрать, икçĕр тенке çывăх но-шпа йышши дротаверин – 19-39 тенкĕ. Витĕмлĕхне хамăр çинче те тĕрĕсленĕ протаргола вара 3 хут йÿнĕрех туянма пулать. Медтехникăна та хамăр çĕршывра туса кăларни тата ют çĕртен кÿрсе килнисем çине пайлама пулать. Юлашкинчен асăннипе усă курма, паллах, ансатрах. Электрон йышшин хакĕ те пур – 200-300 тенкĕрен йÿнĕ мар. Кĕленче-градуснике вара поселокри аптекăсенче 54-60 тенкĕпе туянма май пур. Кÿкеçри «чи çамрăк» аптекăна уçнă чухне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унăн сентрисем çинче хамăрăн çĕршывра туса кăларнă препаратсене тытни, пурнăçшăн пĕлтерĕшлисене валли ятарлă витрина уйăрни туянаканшăн меллĕ пуласси пирки каланăччĕ. Кунтах хатĕр рецептлă эмелсене те сутаççĕ, импорт таварĕн аналогĕсем чăнах та куç умĕнчех выртатчĕç. «Çынсем йÿнĕреххисене, хăйсем пĕлекеннине ытларах ыйтаççĕ», – çирĕплетрĕ Вера Григорьева фармацевт та.

«Советская» урамри 74-мĕш çуртра вырнаçнă аптека заведующийĕ Алевтина Мартьянова туянакансене илĕртес тĕллевпе акцисем йĕркелеменнине пĕлтерчĕ. «Пирĕн патри хаксене пурне те централизациленĕ йĕркепе çирĕплетеççĕ, вĕсем хамăртан килмеççĕ», – ăнлантарчĕ вăл. Кÿкеçсем 12 таблеткăллă пенталгина кунта 89 тенкĕпе туянаççĕ пулсан, çул урлă каçсанах – 141 тенкĕ кăларса хума тивет. Поселокри хăш-пĕр хак чăннипех те «çыртни» пирки сас-хура çакăнта кĕрсен сисĕнме тытăнчĕ. «Советская», 61» адреспа вырнаçнă çак пунктра анаферона ачасене валли 273 тенкĕпе, больница çывăхĕнчи аптекăринчен те хаклăрах, сутаççĕ. Çул урлă каялла каç – 184 тенкĕ. Юлашки хак пирĕншĕн тĕп хуларинчен те йÿнĕрех пек туйăнчĕ. Пĕрешкел дозăллă, шутлă çак эмелшĕн унти аптекăсенче 198 тенкĕ таран ыйтаççĕ.

«Аппетита» кура

Эмел хакĕсем иккĕленмелле пысăк пек туйăнсан çакă вĕсене закона пăсса ÿстерни пирки тавçăрмалли тата тĕрĕслев мероприятийĕсене пуçармалли сăлтав пулма пултарать. Пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсен пирвайхи хакĕсен çумне хушма ирĕк параканнине законпа çирĕплетнĕ: эмелĕн чăн хакĕ мĕн чухлĕ пысăкрах, курттăм, пĕрер сутакан хак та çавăн чухлĕ пĕчĕкрех пулмалла. Пĕчĕк аптекăсенче вара хаксене алăпа çырса кăтартнипех çырлахаççĕ – ÿсĕме процентсемпе шутласа кăлар вара! Çук иккен, закон çирĕплĕхне туякансем хаксене виçерен ытла ÿстернĕшĕн чи сахалли те 50 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивессе пĕлеççĕ. Фармацевт «аппетитне» тата эмел хакне кура вăл темиçе хут та ÿсме пултарать. Республикăра пурнăçшăн пĕлтерĕшлисен ушкăнне кĕмен, анчах эпир куллен туянакан эмел хакĕсене правительство шайĕнче тĕрĕслесе тăраççĕ – сывлăх сыхлав министерствин специалисчĕсем урлă кăна та мар, волонтерсене явăçтарса та. Кăçалхи çуркунне ТОП-ри шучĕ 30-тан 50 таран ÿсрĕ. Кунта вĕрилентернине, ыратнине, ÿсĕрттернине ирттерекен рецептсăр препаратсем кĕреççĕ. Çапла вара Кÿкеçре волонтерсен вырăнĕнче пĕр кун хаçат журналисчĕсем те пулчĕç.

Алина Аркадьевнăна вара лăплантарма эмелсене «хулари хаксемпе» поселокри хăш-пĕр аптекăра та туянма май пуррине калар: вăл хаçат урлă хурав кĕтессе систернĕччĕ.

Чăваш Ене çывăх вăхăтрах халăха эмелсемпе тивĕçтерме май паракан бюджет айккинчи 23517,8 пин тенкĕлĕх трансферт çитесси паллă. Çак укçа-тенке федераци хыснинче Раççейĕн 2016 çулти социаллă-экономика аталанăвĕн пĕр тикĕслĕхне тивĕçтерме çĕршыв правительствин Ĕç-хĕл планĕпе пăхса хунă. Çавна май патшалăх пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пур граждансене кирлĕ эмелсемпе тивĕçтересси чăрмавлă пулмĕ. Паян Чăваш Енре пурăнакан 85,4 пин инвалидран 26,5 пинне эмелсемпе çăмăллăхлатса тивĕçтереççĕ. Районта вара А. Аркадьевна евĕр, çак пулăшăва илме пултараканнисем, 3700 ытла.

ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ

Если вы нашли ошибку, пожалуйста, выделите фрагмент текста и нажмите Ctrl+Enter.

Открыть все новости